Кашни çыннăнах тивĕçлĕ канăва тухсан пенсие мĕнле майпа – банк е почта урлă илсе тăрассине суйлама тивет. Чăваш енри пенсионерсенчен çурри ытларахăшĕ пенси укçине почта урлă илет. Аслă ÿсĕмри çынсен «тÿрĕ лини» мелĕпе ку ĕç пахалăхне сÿтсе явма, Раççей Почти тĕлĕшпе ыйтусем пама май пулчĕ. Вĕсем çине Вăрнарти почтамт пуçлăхĕ Геннадий Петрович НИКИТИН тĕплĕ хурав пачĕ.
– Информаци технологийĕсен ĕмĕрĕнче тата карттăсемпе усă курма май пур чухне мĕншĕн пенсионерсенчен нумайăшĕ пенсие почта урлă илсе тăрасшăн?
– Ман шутпа, аслă ÿсĕмрисене укçана почта урлă илсе тăма меллĕрех тата хăрушсăртарах. Пенсие пĕр почтальон, кашни уйăхра палăртнă кун, кирек мĕнле çанталăкра килсе парать. Укçана меллĕ, хăрушсăр условисенче, алăран алла илетĕр. Çитменнине, пенсие тата ытти социаллă тÿлев пирки хут алăра пулать. Çавăн пекех вĕсене яланах тĕрĕслеме май пур.
– Тивĕçлĕ канăва тухатăп, пенсие почтăра илсе тăрас тетĕп. Енчен те тÿлев кунĕнче эп килте пулмасан, çав укçана кайран мĕнле илмелле-ши?
– Енчен те палăртнă кунра çын килте пулмасан, ăна тÿлев тапхăрĕ вĕçлениччен – çав уйăхăн 24-мĕшĕччен – кирек хăш кун та илме май пур. Енчен те хăвăр килеймесен е кам çине те пулин шанăç хучĕ çыраймасан та, сирĕн пенси ниçта та çухалмасть. Эсир тепĕр уйăхра килсен те икĕ уйăхшăн укçана çăмăллăнах илме пултаратăр.
– Пропискăра эп пĕр адреспа тăратăп, пурăнма – хĕр патĕнче урăх адреспа. Пенсие мана ăçта çитерсе парĕç?
– Саккун тăрăх, страхлакан пенсие эсир регистраци адресĕпе те, ăçта пурăннипе те илме пултаратăр. Хăвăрăн ирĕк.
– Асатте аллине амантнă. Вăл пенсишĕн алă пусса параймасть. Шанăç хучĕшĕн те. Пирĕн мĕн тумалла-ши?
– Кулянса ÿкме кирлĕ мар. Енчен те пенсионер сывлăха е урăх сăлтава пула укçана алă пусса илеймест пулсан, вăл ыйтнипе тăванĕ е урăх çын (сăмахран, кÿршĕ) алă пусма пултарать. Паспортпа, паллах. Çакна почтальон çитерÿ документне кĕртет.
– Асаннене икĕ эрнелĕхе больницăна хучĕç. Пенсие вăл палăртнă кунра илеймест. Кайран ун почтăна кайма тивĕ-и – е укçана почтальон килех килсе парать?
– Сирĕн почта уйрăмне шăнкăравласа лару-тăрăва ăнлантармалла, пенсие асаннĕре хăçан çитересси пирки калаçса татăлмалла. Унсăр пуçне, асаннĕр сирĕн çине шанăç хучĕ çырма, тĕп врач патĕнче ĕнентерме пултарать. Кун пек чухне ун пенсие эсир те илме пултаратăр.
– Икĕ çул каялла кредит илесшĕнччĕ те, пенсие çитерессине банка куçартăм. Çуллахи вăхăтра ялта пурăнатăп. Кунта банкомат çук, лавккара карттăпа тавар туянаймастăн. Укçа илессишĕнех райцентра каяс килмест. Çуллахи вăхăтра пенсие почта урлă илсе тăмалла, хĕлле – каялла куçарма пулать-и?
– Пенсие епле çитерессине кирек хăш вăхăтра та улăштарма пулать. Çакăн валли Пенси фончĕн территори органĕнче заявлени çырмалла. Ăна харпăр хăйĕн çитерсе пама та, заказлă çырупа яма та юрать. Заявлени бланкĕпе почтăра тÿлевсĕрех тивĕçтереççĕ.
– Манăн 17-ри ывăл ашшĕне çухатнипе пенси илсе тăрать. Киле ăна почтальон илсе килсе мана, амăшне, парать. Халĕ эпĕ больницăра выртатăп, çавна май почтальон килнĕ чухне килте пулман та, вăл укçана ывăла паман. Почтăн çапла тума ирĕк пур-и?
– Почтальон сире ывăлăр укçине эсир унăн официаллă опекун пулнипе панă. Пенсие ывăлăр хăй илтĕр тесен сирĕн пĕрле хăвăр пурăнакан вырăнти пенси уйрăмне кайса заявлени çырмалла.
– Эпĕ урăх района куçса каятăп, пенсие урăх почта уйрăмне куçарас тесен мĕн тумалла?
– Урăх урама, е урăх хулана куçатăр – темех мар. Пенсие куçарттарас пирки çĕнĕ вырăнти почта уйрăмĕнче заявлени çырмалла çеç.
– Енчен те почтальон ман укçана вăрларĕ пулсан? Ун пек тĕслĕхсем те пулкалаççĕ вĕт.
– Заявлени çырнă чухне пенсие çитерессине эсир палăртнă почтальона мар, Раççей Почтине шанатăр. Эппин, пĕтĕм яваплăхĕ пирĕн предприяти çине выртать. Почтальон, сăмахран, укçана çухатма, вăрлама пултарать е, калăпăр, çанталăк синкерĕ сиксе тухать. Ан кулянăр, Раççей Почти хăть мĕнле пулсан та укçана сире туллин тÿлесе татĕ.
– Эпĕ пулас пенсионерка, тивĕçлĕ канăва тепĕр уйăхран тухатăп. Пенсие почта урлă илсе тăнин ырă енĕсемпе çитменлĕхĕсене тĕплĕнрех мĕнле пĕлмелле-ши?
– Эсир почта уйрăмне килме пултаратăр, кунта сире тивĕçтерÿ пирки тĕплĕн ăнлантарса парĕç. Çавăн пекех Пенси фончĕн районти уйрăмĕнче те пирĕн консультант пур, вăл та тулли консультаци парĕ.
Ноябрь 2024 |