Куç курманнисен пĕтĕм тĕнчери кунне çулсерен паллă тăваççĕ. Çак кунсенче куç курманнисен районти организацийĕн членĕсем мероприятие пухăнчĕç.
Унăн ертÿçи Г.Мясникова куç курманнисен обществăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕплĕн каласа пачĕ, вырăнти организаци республикăри мĕнле мероприятисене хутшăннине пĕлтерчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ В.Горбунов пухăннисене уявпа ăшшăн саламларĕ, районта инвалидсене пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ, ыйтусене хуравларĕ.
Районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ И.Смолина пĕр-пĕрне ăнланса пурăнни мĕнпур йывăрлăхсене çĕнтерме май панине каларĕ, коммуналлă пулăшупа çыхăннă çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ.
Мероприятие пухăннисене районти тĕп библиотека тата Вăрнарти культура çурчĕн ĕçченĕсем хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнларĕç.
Пире спонсорсем те нумай пулăшаççĕ. Вĕсене те тав сăмахĕ калас килет.
Г.МЯСНИКОВА,
куç курманнисен вырăнти организацийĕн ертÿçи.
Ноябрь 2024 |