Сывлăхлă пуласси çынран хăйĕнчен килет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.11.2017, 08:47 Просмотров: 537

Юлашки вăхăтра сывă пурнăç йĕркине, вăл сывлăха сыхлас тĕп ĕç пулнине тĕпе хурса, пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кун пирки Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн Çырăвĕнче кашнинчех палăртать.

Сывлăх – питĕ пысăк пуянлăх, тулли, телейлĕ пурнăç никĕсĕ. Хăйне хăй упрама пĕлсен çын 100 çулччен е ытларах та пурăнма пултарать. Юлашки çулсенче медицинăна аталантармашкăн сахал мар укçа-тенкĕ хываççĕ. Çакă, паллах, пĕлтерĕшлĕ, çапах та çын тыткаларăшĕсене хăй кăна витĕм кÿме пултарать. Вăл улшăнас тĕллев лартмасан çĕршывра, республикăра ирттерекен пĕр мероприяти те кăтартупа савăнтараймасть. Шел те, чылайăшĕ сывă пурнăçăн чи ансат йĕркисене те пăхăнмасть.

Ашшĕ-амăшĕсем çемьере сывă пурнăç йĕркине тытса пыни ачисемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ача пĕтĕмпех курса ÿсет-çке. Ашшĕ-амăшĕ эрех ĕçет, самăр, ачине булкăсемпе, фаст-фудпа тăрантарать пулсан, ывăл-хĕрĕ те ÿссен çавăн пекех пулать.

Чылай чир ачалăхрах тымар ярать. Ачасен чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем пуçланас хăрушлăх  çитĕннисен пекех пысăк. Мĕншĕн тесен вĕсен пурнăç йĕрки улшăнчĕ. Ачасем уçă сывлăшри хускануллă вăйăсем вырăнне темиçешер сехет телевизор, компьютер умĕнче лараççĕ, сывлăхшăн сиенлĕ  фаст-фуд çиеççĕ, газлă пылак шĕвек ĕçеççĕ.

Çавна пула вĕсем хушшинче самăрланасси ÿссех пырать. Кунта ашшĕ-амăшĕн питĕ тимлĕ пулмалла. Çемьере тĕрĕс апатланма тăрăшмалла. Ачасен кунне пĕр сехетрен кая мар хусканусем тумалла, телевизорпа компьютер умĕнче икĕ сехетрен ытла лармалла мар.

Чылайăшĕ сывă пурнăçăн чи ансат йĕркисене те пăхăнмасть. Пĕрисем сахал хускалаççĕ, çавна пула вăхăтсăр ватăлаççĕ. Теприсем апатланура виçене пĕлмеççĕ те самăрлăхпа, юн тымарĕсен склерозĕпе, сахăр диабечĕпе аптрама пуçлаççĕ. Виççĕмĕшĕсем канма, ĕçрипе йăлари ыйтусене самантлăха та пулин манма пĕлмеççĕ, ялан пăлхануллă, ыйхă килменнипе нушаланаççĕ, юлашкинчен çакă шалти органсен чирĕсем патне илсе çитерет. Тата сиенлĕ йăласенчен – пирус туртассипе алкогольрен – пăрăнайманнисем те хăйсен ĕмĕрне кĕскетеççĕ. Шел те, хăрушлăха пурте кирлĕ пекех ăнланса çитеймеççĕ.

Хальхи вăхăтра тĕнчере чĕре чирĕсем, ыттисемпе танлаштарсан, уйрăмах пысăк вырăн йышăнаççĕ. Чи хăрушши – юн пусăмĕ хăпарни. Унпа вара мĕнпур халăхăн 40 проценчĕ  аптрать. ,лĕк юн пусăмĕ хăпарнине ватă çынсен чирĕ тесе шутланă. Халĕ вара унпа çамрăксем те чылай ытларах нушаланаççĕ. Чир пуррине юн пусăмне виçсе пăхмасăр пĕлме май çук. Çавăнпа ирхине те, каçхине те ăна тĕрĕслесе тăнин пĕлтерĕшĕ пысăк.

Кулленхи пурнăçра апатлану пĕлтерĕшĕ пысăк. Апатра çу, тăвар, углевод сахал пулмалла, пахчаçимĕç, улма-çырла çини усăллă. Çуллă çини çын организмĕнчи холестерина ÿстерет, вара, паллах, çакăн хыççăн чĕре, пуç тата ытти орган ыратма тытăнать. Чирлĕ çыннăн инфаркт е инсульт пулма пултарать.

Пăспа пĕçернĕ пулă аван. Какая вара эрнере икĕ-виçĕ кун çисен те çителĕклĕ. Апата типçупа хатĕрлеме тăрăшмалла. Тата апата  кунне  5 хут пĕчĕк виçеллĕ çимелле. Кашни хутĕнчех пĕрер панулми, пахчаçимĕç пулни вырăнлă. Çусăр сĕт-турăх çини питĕ усăллă.

Юн пусăмĕн чирĕпе кĕрешме организма апат-çимĕçпе пĕрле калипе магни çителĕклĕ пулмалла. Вĕсем вара абрикосра, иçĕм çырлинче, типĕтнĕ иçĕмре, курагара, хуратул кĕрпинче чылай. Çак çимĕçсем юн пусăмне 10 миллиметр антарма пулăшаççĕ.

Çавăн пекех тăварлă апат-çимĕç, сахал хускални, пирус туртни, эрех ĕçни, кирлĕ маршăнах пăшăрханни япăх витĕм кÿреççĕ. Çавна пула организм чире хирĕç кĕрешме пăрахать, йывăрăшĕ ÿсет. Сывлăха упрас, юн пусăмĕн чирĕпе аптрас мар тесен  кунне 5 грамран ытла тăвар çимелле мар. Ку пĕр чей кашăкĕпе танлашать. Çакна пăхăнни юн пусăмне 4–8 миллиметр чухлĕ чакарма пулăшать.

Ытлашши виçе сывлăха япăх витĕм кÿрет. Кашни килограмм ытлашши виçе пуçне юн пусăмĕ 5 миллиметр чухлĕ  хăпарать. Виçене 10 килограмм чакарни те  чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене пула вилессине 28 процент сахаллатать.

Хальхи çын хусканусем сахал тăвать. Гиподинами чăн-чăн инкек пулса тăчĕ. Ăна пула чĕре ĕçĕ вăйсăрланать, кĕлетке йывăрăшĕ ÿсет, мышца тытăмĕ хавшать, организмăн инфекцисене, йывăрлăха хирĕç кĕрешес хăвачĕ, ĕçлес хавалĕ чакать. Физкультурăпа туслă çынсем больницăна пулăшу ыйтма ыттисенчен 2–4 хут сахалрах пыни паллă.

Кашни çыннăн уçă сывлăшра кунне сахалтан та пĕр сехет пулмалла, 5 километртан кая мар утса çÿреме тăрăшмалла. Енчен те çамрăксем компьютер умĕнче вăхăт нумай ирттереççĕ пулсан, вĕсен организмĕнчи юнăн 55–75 проценчĕ çеç куçать. Мышцăсене ĕçлеттерни юнăн пĕтĕм калăпăшне юн тымарĕсем тăрăх хăвалать, клеткăсем патне кислорода кирлĕ чухлĕ çитерме пулăшать.

Шел те, хăшĕсем медицинăна çеç шанаççĕ, сывлăха упрасси  вара чылай енчен хăйсенчен килни çинчен шухăшламаççĕ. Сывлăх чи пысăк пуянлăх пулнине яланах асра тытасчĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика