Çулталăкра республикăри васкавлă медицина пулăшăвĕн служби 300 пин вызова йышăнать. Кăçалхи сакăр уйăхра 220 пин хутчен çула тухнă. Вăл шутран 29 процентĕнче – чĕре-тымар тытăмĕн чирĕсемпе аптăракан пациентсем патне. Çавăн пекех сывлав органĕсен чирĕсемпе чирлекенсем тата сурансем тĕлĕшпе те шăнкăравсем нумай пулнă.
Хăçан чĕнмелле?
Экстреннăй пулăшăва инкеклĕ тĕслĕхсенче: çул-йĕр аварийĕсенче, çÿллĕшĕнчен ÿксен, ал-урана хуçсан, уçă сурансем пулсан, наркăмăшлансан, пиçсе кайсан, юн кайсан тата сывлăхшăн хăрушлăх кăларса тăратакан ытти самантра чĕнмелле. Çавăн пекех камăн та пулин инфаркт е инсульт симптомĕсем пулсан (кăкăр тĕлĕнчен ыратсан е хĕртсен, ун утăмĕ улшăнсан, пичĕ чалăшнине, пăтрашăнса калаçнине сиссен, пуçĕ тăрук ыратма тытăнсан) васкавлă пулăшу чĕнмелле. «03» бригади ăс-тăн тата сывлав тĕлĕшпе улшăнусем пулсан, ача çуратма вăхăт çитсен е çире пуррин юхăмĕ пăсăлсан, 3 çулчченхи ача патне сăмахсăрах çитет.
Миçе минутран çитмелле?
– Экстреннăй вызовпа васкавлă медицина пулăшăвĕн бригадин чирлĕ çын патне 20 минутра çитмелле. Анчах та ыйтусем пур. Пирĕн автомобильсене пурне те çутатакан маячоксемпе тата ятарлă сигналпа тивĕçтернĕ пулин те çул-йĕр участникĕсенчен чылайăшĕ васкавлă пулăшăва иртсе кайма памасть. Çавăнпах ĕнтĕ вĕсем «03» машинипе час-часах инкеке лекеççĕ, çапла майпа чирлĕ çыннăн, медицина ĕçченĕсен пурнăçĕсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсем умĕнче çăтă-çăтă лартса тухнă машинăсем те подъезд патне пыма чăрмав кÿреççĕ, – пĕлтерет Чăваш ен Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман тĕп специалисчĕ, васкавлă пулăшу енĕпе тимлекен медбрат-анестезисчĕ Алексей Владимирович Смирнов.
Мĕнле чĕнмелле?
Шупашкар хулинче республикăра пурăнакансенчен талăкĕпе шăнкăравсем йышăнма Пĕрлехи call-центр йĕркеленĕ. Унта «103» номерпе шăнкăравламалла. Çавăн пекех экстреннăй служба телефонĕ – 112.
Урăх субъектсемпе çывăх ял-хулара пурăнакансем ют региона лекме пултараççĕ. Ку сотовăй çыхăнăвăн спецификинчен килет. Кун пек чухне васкавлă медицина пулăшăвĕн службине тÿреммĕн номерпе шăнкăравлама май пур: 8(8352) 41-98-60.
Антонина ТАБАРДАК,
медицина профилактикин, сиплев физкультурин тата спорт медицинин республикăри центрĕн пай ертÿçи.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
