Хутшăн та – укçа ил

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.09.2020, 11:04 Просмотров: 364

Сентябрĕн 21-мĕшĕнче 11 сехетре Пĕтĕм Раççейри халăх çыра-вĕн strana 2020 сайтĕнче «Раççей: çынсем, цифрăсем, фактсем» викторинăн черетлĕ тапхăрĕ пуçланчĕ.

Ăна, паллах, 2021 çулта иртекен халăх çыравне халалланă. Хăвăрт та тĕрĕс хурав паракан виçĕ çĕнтерÿçĕне укçан парне кĕтет.

Викторинăна пирĕн çĕршывра пурăнакан кашни çын хутшăнма пултарать. Сайтра регистрациленмелле те ятарлă анкетăна тултармалла, электронлă почта адресне кăтартмалла. Ку тапхăрта пилĕк эксперт ĕçлет. Вĕсенчен кашниех викторинăна хутшăнакана статистикăпа тата Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕпе çыхăннă пилĕкшер ыйту парать.

Хуравсене викторина пуçланнăранпа пилĕк кун йышăнаççĕ, унтан тĕрĕс хуравсене пичетлеççĕ. Чи малтан ытларах ыйтăва тĕрĕс хуравлакансем çĕнтерÿçĕ пулса тăраççĕ. Хăвăрăн шанăçа ан çухатăр!

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика