Ĕнер Олег Николаев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне официаллă кĕнĕ ятпа Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче чаплă мероприяти иртнĕ.
Олег Николаев республикăри патшалăхăн икĕ чĕлхипе – вырăсла тата чăвашла – присяга тытнă. «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн полномочийĕсене ĕçе кĕртнĕ вăхăтра Раççей Конституцине, федераллă саккунсене, Чăваш Республикин Конституцине тата саккунĕсене уяма, çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕсене тата Раççей Правительствин йышăнăвĕсене пурнăçлама, çынна хисеплеме, ун правипе ирĕклĕхне тивĕçтерме, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пысăк тивĕçĕсене чыслăн пурнăçлама, халăхшăн ĕçлеме шантаратăп», – тенĕ вăл.
Мероприятие «Справедливая Россия» партин председателĕ Сергей Миронов, Федераци Канашĕн председателĕн пĕрремĕш заместителĕ Николай Федоров, федераллă тата регионти влаç органĕсен представителĕсем, тĕн деятелĕсем, политика партийĕсен тата общественность представителĕсем хутшăннă.
Олег Николаев республика умĕнче тăракан тĕп задачăсен шутĕнче Чăваш енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн комплекслă программине тухăçлăн ĕçлеттересси, палăртнă тапхăрта бюджета йĕркелесси пулнине палăртнă. Вăл Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн тĕллевĕпе пурнăç пахалăхне лайăхлатассипе май пур таран тăрăшма шантарнă. Ку енĕпе Тăван çĕршыва юратакан çынсемпе ĕçлемеллине каланă.
Аса илтерме, сентябрĕн 11–13-мĕшĕсенче иртнĕ Чăваш ен Пуçлăхĕн суйлавĕнче Олег Николаевшăн суйлавçăсен 75,6 проценчĕ хăйсен сассисене панă.
Ноябрь 2024 |