«Чурана» лексен тухма йывăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.09.2020, 10:29 Просмотров: 400

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикинчи наркологи диспансерĕнче эрех ĕçекен 19 пин çынна шута илнĕ. Ку кăтарту иртнĕ çулхипе танлаштарсан 4,9% сахалрах. Эрехпе «туслă» хĕрарăмсен шучĕ вара, шел те, 1,6% ÿснĕ. Çакă, паллах, шухăша ярать.

Эрех сывлăхшăн питĕ сиенлĕ, ун вырăнне усă куракан шĕвексем вара пушшех те. Çавсен шутне одеколон, лосьон, денатурат, растворитель, кантăк тасатмалли шĕвек, тĕрлĕрен спиртсем те кĕреççĕ. Алкоголизм чирĕпе аптракансем мухмăра чăтаймасăр вĕсене час-часах ĕçеççĕ, вилсе каяссине те шута илмеççĕ.

Одеколон, кантăк тасатмалли тата çавăн евĕр ытти шĕвексем пуç мимине тата шалти органсене вăйлă аркатаççĕ. Вĕсене ĕçнĕ хыççăн çын аптрама пуçлать% пуçĕ, вар-хырăмĕ ыратать, вăй çукки канăç памасть. Пурнăçран уйрăлса каяс шухăш та çуралать. Нумайăшĕн куçĕсем курма, хăлхисем илтме пăрахаççĕ. Çитменнине куçа темтепĕр курăнма пуçлать.

Хăшпĕрисем метил спиртне те ĕçме хăрамаççĕ. Метил спирчĕн шăрши те, тĕсĕ те çук. Ăна ăша хывакансенчен нумайăшĕ вилет е суккăр юлать.

Хăрушă шĕвексен шутне сăмакун та кĕрет. Темле тасатма тăрăшсан та, унра сиенлĕ япаласем, уйрăмах сиушлă çусем, пурпĕрех юлаççĕ. Ку çусем ÿт çине хăй тĕллĕн лексен ăна çунтарса яраççĕ. Апла-тăк, сăмакуна пĕрмаях ĕçсен, мĕн пулĕ-ши çыннăн ăшĕнче?

Сăмакун çынна хăвăрт ÿсĕртет, вăл часах урăлаймасть. Пĕрмаях сăмакун ĕçекенсен вар-хырăмĕ, пĕвер, пÿре органĕсем юрăхсăра тухаççĕ.

Темиçе тĕслĕх илсе кăтартас килет. Виктор – 31 çулти арçын. Каланă тăрăх, вăл эрехпе 18 çултанах «туслă». Юлашки 4 çул эрни-эрнипех чарăнмасар ĕçнĕ. Пĕр-икĕ эрнерен ытла урăлла пурăнма пултарайман. Çапла эрне чарăнмасăр, ĕçе каймасăр черкке ÿпĕнтерсе пурăннă хыççăн, мухмăрла, çăрана çемĕçтермелли шĕвеке ĕçнĕ. Хăйне питĕ япăх туйма пуçланă вăл% чĕри, вар-хырăмĕ ыратнă, пуçĕ чарăнмасăр сĕм вăрман пек кашланă, ал-ури пачах та итлемен, пĕр вăй та юлман, çывăрайми пулнă. Тухтăрсем вăхăтра пулăшнипе кăна çăлăнса юлнă. Çавăнпах ĕнтĕ эрехе урăх нихăçан та ăша ямастăп тесе врачсене шантарать, сипленме тăрăшать Виктор.

Тепĕр тĕслĕх. 34 çулти Евгений те эрех «чури». Арăмĕ ачисемпе уйрăлса тухса кайнă. Мухмăрла хăйне питĕ япах туйнă пирки Евгений метил спирчĕ ĕçнĕ. Васкавлă пулăшупа больницăна илсе çитернĕ ăна, анчах тухтăрсем те çăлса хăварайман. Токсикологи уйрăмĕнче тепĕр кунне вилсе кайнă.

Асра тытмалла: эрех-сăра ырри патне илсе çитермест. Çавăнпа та вăхăтра чарăнмалла, врачсем патне кайса сипленме тăрăшмалла. Республикăри наркологи диспансерĕн реабилитаци уйрăмĕнчи наркологсем, психологсем, ытти специалистсем наркомани тата алкоголизм чирĕпе чирлекенсене тата вĕсен çывăх çыннисене пулăшу параççĕ.

Реабилитаци уйрăмĕнче анонимлă наркомансен, анонимлă алкоголиксен ушкăнĕсем те ĕçлеççĕ.

Пулăшу илме Шупашкарти Пирогов урамĕнчи 6-мĕш çуртра вырнаçнă Республикăри наркологи диспансерĕн реабилитаци уйрăмне чĕнетпĕр.

23-41-82, 23-41-60, 58-03-84 телефонсемпе ыйтса пĕлме пулать.

Алевтина АНДРЕЕВА,

Республикăри наркологи диспансерĕн реабилитаци уйрăмĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика