Республикипе усă курма май пур

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.09.2020, 10:31 Просмотров: 510

Хастарлăхпа ăнтăлу – çитĕнĕвĕн тĕп паллисем. Çакна кăтартса панă та Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем.

Алина Кирилловапа Анжела Яковлева истори преподавателĕ Олег Михайлович Григорьев ертсе пынипе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ ирттернĕ «Манăн пуласлăх – Чăваш енре» проектсен конкурсĕнче палăрнă.

Творчество ушкăнĕ хăйĕн проектĕнче шыравпа краеведени ĕçĕ-хĕлĕ тăван тăрăхăн историлле астăвăмне упраса хăварас ĕçре пысăк вырăн йышăннине кăтартса-ĕнентерсе панă. Вĕсен ĕçĕ «Патриотизм» секцире çĕнтернĕ.

Калас пулать, техникум студенчĕсем шырав ĕçĕнче кăтартуллă тимлеççĕ. Конкурсра çĕнтернĕ проекта вара республика шайĕнче ĕçе кĕртме май пур.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Метрика