Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев социаллă сфера учрежденийĕсене талăкри вăтам сывлăш температурин нормативĕсене пăхмасăр ăшă пама сĕннĕ.
Пирĕн районта, район администрацийĕн строительствăпа ЖКХ пайĕн пуçлăхĕ Анатолий Иванов ял тăрăхĕн пуçлăхĕсемпе ирттернĕ пухура пĕлтернĕ тăрăх, чи малтан шкулсемпе ача сачĕсене ăшăпа тивĕçтерĕç. Анатолий Иванов ку енĕпе ирĕк илме «Газпром межрегионгаз Чебоксары» организацие çырупа тухнине каларĕ.
Ял поселенийĕсенче «Март» тулли мар яваплă общество пăхса тăракан котельнăйсем тĕлĕшпе ыйтусем пур. Вăрнар поселокĕнче проблемăсем тухса тăмалла мар, пĕлтернĕ Анатолий Корнилович. Вĕсен хатĕрлĕхне ятарлă комисси тĕрĕсленĕ.
Шел, Вăрнар районĕ те парăмçăсен шутĕнче, газшăн тÿлемелли виçи 20,5 млн тенкĕпе танлашать. Чи пысăк парăмçăсем – Шупашкарти «Теплосеть» МУП (190,9 млн тенкĕ), Улатăрти «АПОК и ТС» МУП (124,2 млн тенкĕ), Канашри «УК ЖКХ» МП (59,1 млн тенкĕ).
Ноябрь 2024 |