Вăхăтпа тан ÿсме пулăшать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.09.2020, 10:33 Просмотров: 487

Санарпуçĕнчи вăтам шкулта цифра тата гуманитари профи-лĕсен «/сĕм точки» центрĕ уçăлнă.

Районĕпе вăл виççĕмĕш. Иртнĕ çул вĕсем «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе Вăрнарти 2-мĕш тата Калининăри вăтам шкулсенче ĕçлесе кайнăччĕ. Халĕ Санарпуç ачисен те вĕренĕве, тавракурăма аталантарма хушма çулсем уçăлчĕç.

Центр икĕ пÿлĕмре вырнаçнă. Вĕсене чи çĕнĕ йышши приборсемпе тата оборудованипе пуянлатнă% квадрокоптерсемпе, виртуаллă чăнлăх шлемĕсемпе, шахмат сĕтелĕсемпе, ноутбуксемпе. Çавăн пекех пирвайхи медицина пулăшăвĕ пама вĕренессипе манекенсемпе тивĕçтернĕ.

Вĕренекенсемпе робототехника, шахмат енĕпе мастер-классем ирттернĕ ĕнтĕ. «Максим» макетпа ĕçлеме хăнăхнă, шкул хаçачĕ кăларнă, видеоролик çырма вĕреннĕ. Умра вара тата та кăсăклăрах занятисем. Вĕсене Санарпуç шкулне çÿрекенсем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Центр ачасене самана таппипе тан ÿсме пулăшĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика