Чун хавалне нихăçан çухатман

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.09.2020, 16:43 Просмотров: 314

Этем пурне те чăтать. Çак сăмахсене ваттисем ахальтен каламан ĕнтĕ. Ку каларăша пурнăçра сăнанисем хывăннă, ахăртнех.

Вăрнарта пурăнакан Ольга Петровна Петрована та пурнăçра йывăрлăхсене ытларах тÿсме тÿр килнĕ, апла пулин те чун хавалне нихăçан та çухатман вăл, малашлăха çирĕппĕн пăхнă.

Шăпи ансат мар. Ашшĕ-амăшĕн ачашлăхне туйма пÿрмен Кушик хĕрне. Пурнăç йывăр пулнăран чи çывăх çынни ăна çуралсанах мăшăрĕн пиччĕшĕн çемйинче хăварнă. Вăхăт иртнĕçем усрав çемьере тата çичĕ ача çуралнă. Ольга Петровна, асли пулнă май, килти ĕçсене те пурнăçланă, йăмăк-шăллĕсене те, аслашшĕне те пăхнă.

Кĕçех вăрçă сиксе тухнă. Тăван ашшĕ малтанхи кунсенчех тăшманпа çапăçса пуçне хунă. Амаçури ашшĕ вара фронтран сержант званипе таврăннă.

Хăрушă çулсенче вуниккĕри хĕрача çемьене тăрантараканĕ пулса тăнă. Вăл аслисемпе тан колхозра пилĕк авнă. Çулĕсене кура мар вăр-вар, вăйлă ĕçленĕ. Çакна курах ĕнтĕ вăрçă вăхăтĕнче Çĕнтерĕве çывхартассишĕн тылра ырми-канми ĕçленĕшĕн 1947 çулта вăл та чыслава тивĕçнĕ.

Вунсаккăр тултарса паспорт илсен килĕшÿпе Свердловск хулине тухса кайнă. Подъемнăй укçапа хăйне валли Канашра пĕрремĕш япала – калуш – илнине лайăх астăвать вăл. Ку хулара пĕр вăхăт ĕçлесе пурăннă хыççăн пурнăç çулĕ ăна Тулăна çитерет. Кунта вăл хĕрсен бригади йышĕпе вăрçă хыççăнхи хулана ишĕлчĕксенчен тасатас ĕçе хутшăнать. Шел те, шăпах кунти пĕр инкеклĕ самант унăн пĕтĕм ĕмĕчĕсене татать. Пĕр кунхине йывăр тиевлĕ машина çаврăнса ÿкет, икĕ хĕр прицеп айне лекеççĕ. Пĕри шăпах – Ольга Петровна Петрова. Юрать, вилмеллех аманман, анчах та пĕç шăммисем хуçăлнă. Çулталăка яхăн сипленнĕ, ура çине тăнă, паллах, анчах та вăл вăхăтра илнĕ сурансем ăна паянхи кунчченех канăçсăрлантараççĕ.

Тăван тăрăха таврăнсан, инвалидноç пур пулин те, тăванĕсен ĕнси çинче ларма аван маррине шутласа илнĕ вăл. Вăрнарти ун чухне чукун çулăн шутланнă лавккине хуралçăна вырнаçнă. Пĕр вăхăт çавăн пекех химзаводăн 1-мĕш яслинче дворникра тата кухня ĕçченĕ пулса тăрăшнă. Коллективра ырă ятра пулнă, пысăк должноçре мар пулин те, ăна ачасем те, ашшĕ-амăшĕ те аван палланă, яланах сăмах хушнă.

Тивĕçлĕ канăва кайиччен 25 çула яхăн вăл Вăрнарти автобазăра тасалăхшăн тăрăшнă. ,çе тĕплĕ тума хăнăхнăскере тимлĕ ĕçшĕн яланах мухтанă.

Хăйне çемьеленсе пурăнма пÿрмен пулин те, нимĕнле йывăрлăха пăхмасăр икĕ ывăлне тĕрĕс-тĕкел, тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернĕ вăл. 1959 çулта Вăрнарта çĕр лаптăкне тивĕçсен пÿрт лартма та пултарнă. Чăваш выльăх-чĕрлĕх усрамасăр, пахчаçимĕç çитĕнтермесĕр пурăнма пултараймасть. Ольга Петровна та çавнашкалах. Ку енĕпе хăй те хастар ĕçленĕ, ачисене те çаплах хăнăхтарнă.

Паян вăл кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнать. Тепĕр ывăлĕ те Вăрнартах тĕпленнĕ. Çавăнпа та ачисен, кинĕсен, юратнă пилĕк мăнукĕпе çичĕ кĕçĕн мăнукĕн тимлĕхне кунсеренех туять.

Пурнăçран та юласшăн мар, «Çĕнтерÿ çулне» кăмăлласах вулать. «Маларах районти тĕп библиотекăран та кĕнекесем илсе килсе параттăм», – пĕлтерет Юрий ывăлĕ.

– Пурнăçа хамăр алпа тăватпăр, нăйкăшса, хурланса, ачашланса ларсан нимĕн те пулмасть, ниме пăхмасăр малалла утмалла, – тет Ольга Петровна. Çак сăмахсем ун чун çирĕплĕхне, пурнăçа юратнине кăтартаççĕ те ĕнтĕ...

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика