Хастар ĕçлеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.09.2020, 16:44 Просмотров: 350

Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче хĕрÿ ĕçсем вĕç-ленмен-ха. Паянхи куна уйрăм хуçалăхсенче çĕ-рулми кăларассипе, хăм-ла тата кукуруза пухса кĕртессипе тимлеççĕ.

Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн оперативлă кăтартăвĕсем тăрăх, ĕнерхи куна çĕрулмине 304 гектар çинчен (районĕпе пĕтĕмпе 350 га лартнă), «симĕс ылтăна» 19 гектартан пухнă, 485 гектар çинчен кукурузăна силослăх çулнă.

«Янгорчино» хуçалăхра кукуруза çитĕнтерессипе 20 çул каяллах ĕçлеме тытăннă. Кăнтăр тăрăхĕнче ÿсекен, ăшша юратакан çак культурăпа çĕрпелсем тухăçлă ĕçлеççĕ. Кашни çулах гектартан 300–350 центнертан кая мар пуçтараççĕ. Симĕс массăна çулленех силослăх янтăлаççĕ. Хуçалăх ертÿçи Геннадий Романов каланă тăрăх, кукуруза выльăх-чĕрлĕхшĕн питĕ пахалăхлă апат шутланать.

«Нумай çул ÿсекен курăксенчен пур чухне те пахалăхлă утă е сенаж туса илесси çанталăк условийĕсенчен килет. Кукурузăран вара çулленех çителĕклĕ симĕс масса хатĕрлеме пулать», – тет Геннадий Васильевич.

Кăçал çĕрпелсем кукурузăран 2500 тоннăран кая мар силос хывса хăварнă. Тунтикун тĕлне 88 га лаптăк çинчи кукурузăна пĕтĕмпех вырса илнĕ. Юлашки гектарсене Кайри Тукай ялĕнчи уйсенчен пухса кĕртнĕ, çывăхри траншейăсене консервацилеме хунă.

Хуçалăхра кăçал выльăх апатне тулăх хатĕрленĕ. Утă, силос, тырă сенажĕ выльăха ăнăçлă хĕл каçмалăх çителĕклех. Кашни выльăх пуçне 35 апат единици тивет. Хуçалăхри фермăсенчи выльăх шучĕ – 721 пуç.

Кукурузăна районта тĕшĕлĕх те çитĕнтереççĕ. Кĕрхи пĕрремĕш шăнпа «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» агрохолдингра кукурузăна тĕшĕлесе çапма палăртаççĕ. Унăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ – 700 га.

Елена Анисимова.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика