Асăрхав тивĕçĕсене пурнăçланă май Вăрнар район прокуратури «Химик» Столовăй» тулли мар яваплă обществăн ĕçĕнче çитменлĕхсем тупнă.
Кунта ĕç саккунĕсене кирлĕ пек пăхăнманни курăннă.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче палăрнă тăрăх, обществăра работникпе организаци хушшинче ĕç хутшăнăвĕсене йĕркелекен гражданла право килĕшĕвĕсене (подряд договорĕсене) тунă тĕслĕхсем пулнă. Унсăр пуçне, РФ ,ç кодексĕн требованийĕсене уямасăр, ĕçе йышăнни çинчен приказсем хатĕрлемен, ĕç кĕнекисенче çырман.
Çак çитменлĕхсене шута илсе, район прокуратури «Химик» Столовăй» обществăн директорĕ ячĕпе представлени янă, саккуна пăснă тĕслĕхсене пĕтерме хушнă. Ун тĕлĕшпе административлă ĕç те пуçарнă. Ăна ятарлă уполномоченнăй орган пăхса тухса явап тыттаратьĕ.
Ноябрь 2024 |