Аслă Çĕнтерĕве çывхартнисем хисепрех. Астăвăмпа Мухтав çулталăкĕнче çĕршыв шайĕпех тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ, çав шутра «Фронтовиксене – телефонсем» акци те.
Унăн йĕркипе килĕшÿллĕн Калинино ял тăрăхĕнче пурăнакан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсем те парнеллĕ пулнă. Акă, Мачамăшри Павел Иванович Князев патне ял депутачĕ Анастасия Кузьмина, вырăнти ял тăрăхĕн администрацийĕн тĕп специалисчĕ Татьяна Павлова çитнĕ, вăрçă ветеранне мобильлĕ телефонпа чысланă.
– Калас пулать, телефонпа пĕрлех çыхăнупа тÿлевсĕр тарифпа усă курмалли сертификат та парнелерĕмĕр, – пĕлтерчĕ Анастасия Кузьмина. – Фронтовик пурнăç уттинчен ан юлтăр, çывăх çыннисемпе, тăванĕсемпе туллин калаçма, çавăн пекех оперативлă службăсене те шăнкăравлама пултартăр.
Павел Князева парне килĕшнĕ. «Телефон кнопкисене те пусма меллĕ», – палăртнă вăл. Павел Иванович хăйне хисеп тунăшăн хăнасене тав тунă. Калининăри Василий Степанович Журавлевпа Шăхальти Михаил Петрович Петров та ят-сумрах, вĕсем те мобильлĕ телефонсем илме тивĕçнĕ.
Палăртмалла, «Фронтовиксене – телефонсем» акцие Пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерÿ волонтерĕсем» обществăлла юхăм пуçарнă.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |