Росреестрăн Чăваш енри управленийĕн çак утăма ăнсăртран тума тивмен – хуçасăр объектсен шутне чиркÿ камăн пулнине ĕнентерекен документсем çуккипе лекнĕ.
Сăмах Авшак Элменти Хусанти Таса Турă Амăшĕн турăшĕ ячĕллĕ чул чиркÿ пирки пырать. Культура еткерлĕх объектне Управлени патшалăх кадастр учетне илнĕ.
Ку чиркÿ, 1825 çулта тунăскер, епархи харпăрлăхĕ шутланнă. Унтанпа тĕн тĕлĕшпе саккунсем тĕрлĕ енлĕ улшăннă, храм та алăран алла куçнă. Кунта столяр мастерскойĕ те, ял клубĕ те, удобренисен склачĕ те вырнаçнă. Çулсем иртнĕçем объект манăçнă. Çур ĕмĕр иртнĕ хыççăн çывăхри ял çыннисем Турă çуртне чĕртес тесе калаçусем пуçарнă. Анчах та ку шухăш хăçан пурнăçа кĕрет – паллă мар. Документ тĕлĕшпе вăл кам çинче шутланни те.
– Çурт митрополи харпăрлăхне часах таврăнмĕ. Саккун тăрăх, объекта хуçасăр пек кадастр учетне тăратнă хыççăн вырăнти администрацин культура еткерлĕхне харпăрлăха илесси пирки суда тавăçпа тухмалла. Юридици тĕлĕшĕнчен ун хуçи пулса тăрсан кăна вырăнти хăйтытăмлăх органĕ чиркĕве тĕн служителĕсене пама пултарать. Кунашкал претендентсем Чăваш енре пулкаланă, – пĕлтереççĕ Росреестрăн республикăри управленийĕнчен.
Ноябрь 2024 |