Ярмушкара пурăнакан Надежда Лаврентьева спортри результатсемпе тĕлĕнтерме пăрахмасть.
Çак кунсенче вăл Краснодар крайĕнчен таврăннă. Адлерта çăмăл атлетика енĕпе ветерансем хушшинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Туслăх кубокĕ» ăмăртура вăл хăвăрт утассипе старта икĕ хутчен – 3000 тата 5000 метрлă дистанцисене – тухнă, иккĕшне те çĕнтерÿпе вĕçленĕ.
Чăваш енрен ку тупăшусене пиллĕкĕн хутшăннă. Пĕтĕмĕшле ентеш-спортсменсем 10 «ылтăн», 1 «кĕмĕл» çĕнсе илнĕ.
– Адлера маларах кайни маншăн питĕ усăллă пулчĕ. Унта республикăри тренерпа Виктор Семеновпа пĕрле тренировкăсем ирттерме тÿр килчĕ. Хăйĕн техникине хаваспах кăтартрĕ вăл. Чăн та, ун мелĕпе утма та çăмăлрах, ăмăртура çакă питĕ пулăшрĕ, – пĕлтерчĕ Надежда Алексеевна редакцие килме килĕшсен.
Икĕ «ылтăн» ун аллине, паллах, ахаль килмен. Надежда Лаврентьева ирхине 5–6 километр чупать, каçхине вунă километр ытла утать.
Чăн та, ун канма вăхăт та çук. Тĕп ĕçре те ĕлкĕрмелле: Надежда Алексеевна вырăнти культура çуртĕнче тимлет, спортра та куллен пиçĕхмелле.
– Чир-чĕр чăрмантармасан декабрьте Санкт-Петербургра, мартра Челябинскра пулакан ăмăртусене хутшăнасшăн. Çитес çулла вара Раççей ăмăртăвĕ хамăр патра, Шупашкарта, пулĕ. Ун тĕлне пушшех те вăйлă хатĕрленмелле, – пĕлтерчĕ пултаруллă спортсменка.
Сăмах май, виçĕмкун Надежда Лаврентьева Шупашкарта ветерансен спартакиадинче те ăнăçлă ăмăртнă.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |