Хĕрарăмсен ыйтăвĕсене мала хурса

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.10.2020, 13:20 Просмотров: 326

Общество аталанса пынă май хальхи пурнăçра хĕрарăмсемпе арçынсен ролĕ те улшăнчĕ темелле. Этемлĕхĕн илемлĕ çурри паян чылай çивĕч ыйтăва татса пама хутшăнать, çирĕп йышăнусем тăвать. Хамăр республикăра, районта, акă, хĕрарăмсен юхăмĕсем аван ĕçлеççĕ.

Ытларикун Вăрнар тăрăхĕнче ĕçлĕ çÿревпе пулнă май, Чăваш енри хĕрарăмсен Союзĕн председателĕ Наталья Николаева этемлĕхĕн черченкĕ çуррин паян ÿсме, аталанма мĕнпур условисем пуррине палăртрĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн Андрей Тихоновăн сăмахĕсем те çак шухăшпах çыхăнчĕç. Вăл обществăлла организацисен пуçарăвĕсем паян чылай проектра ĕçе кĕнине, ку енĕпе хĕрарăмсен Канашĕ те хастар пулнине палăртрĕ.

Вăрнар районĕнче хĕрарăмсен пирвайхи организацийĕсем 18. Районти пĕрлешÿре хастар 35 хĕрарăм. Ун ертÿçи Ирина Алексеева район Канашĕ çемьесенчи тăнăçлăха ÿстерес тĕллевпе чылай социаллă проекта çул панине, тĕрлĕ конкурссемпе мероприятисем ирттернине пĕлтерчĕ. Ăнăçсăр çемьесенче пулаççĕ, ачисем çинчен маннă ашшĕ-амăшĕпе калаçусем йĕркелеççĕ.

Кăçалхи лару-тăру чылай мероприятие дистанцилле мел çине куçарма май панă. Апла пулин те вĕсем, сăмахран – ачасем хушшинче Аслă Çĕнтерÿ енĕпе йĕркеленĕ конкурс, çав тери анлă иртнĕ.

Çавăн пекех хĕрарăмсен Канашĕн хăйсемшĕн çĕнĕ направление те ĕçе кĕртме тивнĕ, ку вăл – #ЭпирПĕрле пулăшу акцийĕ йĕркипе ватă тата хевтесĕр çынсем патне апат-çимĕç пуххине çитерни.

– Хĕрарăмсен Канашĕ тĕрлĕ çул-йĕре çавăрса илме тăрăшать: çемье, экологи, патриотизм, тăван тавралăх, кăмăл-сипет, ыркăмăллăх енĕсене мала хурать, – терĕ Ирина Олеговна.

Кăмăла кура йĕркеленĕ клубсем, паллах, пĕрлешĕвĕн чи кăтартуллă ĕçĕсем. Чылай ялта пур вĕсем: «Хĕрарăмсен тĕнчи» (Çĕрпел, Хапăс), «Алăсти» (Кушар Юнтапа, Малтикас Ялтăра, Енĕш), «Ял пики» (Кÿлхĕрри)...

Вăрнарти историпе краеведени музейĕн директорĕ Елена Шарипова ертсе пынипе те тĕрлĕ ÿсĕмрисем ÿнер тĕнчине хаваспа ыткăнаççĕ. Тĕлпулăва вăл, акă, мастер-классем вăхăтĕнче хатĕрленĕ пуканесене курава тенĕ пек тăратнă: усал-тĕселрен сыхлаканнисем, тин çуралнă ачасем валли, уйрăлми пуканесем, пуянлăх пуканисем... Кашнин историйĕ кăсăклă. Ĕлĕк, ак, аякка качча каякан хĕре чун уçса калаçма амăшĕ ятарласа пукане çĕлесе панă. Хĕрĕ ăна мĕн чухлĕ ытларах пăчăртанă, çавăн чухлĕ чунне уçса куççуль юхтарнă тесе шутланă.

Тĕлпулу пуçланиччен ун пуçарăвĕпе хĕрарăмсен Канашĕн представителĕсем тутлă шăршă кĕрекен курăксенчен пуканесем ăсталанă. Вĕсенчен пĕрне Наталья Николаевана та парнелерĕç.

Наталья Алексеевна хĕрарăмсен район Канашĕн ĕçне çакнашкал ырă пулăмсем пĕрлешнине ырларĕ. «Чи кирли – хĕрарăма кичем пулмалла мар», – терĕ вăл, çакăн чухне кăна хĕрарăм пысăк ĕçсем тунине палăртса.

Вăл малашнехи плансене те хускатрĕ. Хăшĕсене дистанцилле мелпе ирттерме тивет пулин те, вăрнарсене вĕсене хастартарах хутшăнма ыйтрĕ. Вăл шутра – Сăр тата Хусан оборона рубежĕпе çыхăннă астăвăма упраса хăварассипе те. Ку енĕпе республикăра пысăк ĕç пуçланă. Кунта ĕçленисемпе çыхăннă информацие пухасшăн, паттăрлăха ĕмĕрлĕх хăварас тесе палăк çĕклесшĕн. Пирĕн районти нумай çемьерен Хусан обвочĕн строительствине хутшăннă, эппин, асаилÿсемпе вĕсем тивĕçтерме пултараççĕ.

Сăмах май, музейра Тăвай районĕнче окопсем чавнă çĕрте кăтартуллă ĕçленĕшĕн кив-мĕлĕшсене панă ялав тата Алексей Сидорович Федоров вăрçă участникĕн асаилĕвĕ упранать. Çакă хĕрарăмсен республикăри Союзĕн ертÿçине питех кăсăклантарчĕ, вăл ку экспонатсемпе çитсе паллашма вăхăт тупрĕ.

Наталья Николаева пушă алăпа килмен. Вăл районти хĕрарăмсен Канашĕн председательне Ирина Алексеевана тата ун заместительне Людмила Уткинана Тав çырăвĕсемпе чысларĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика