Ĕçлĕ калаçу

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.10.2020, 13:21 Просмотров: 347

Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев«Август» пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕпе Александр Усковпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕпе килĕшсе ĕçлесси пирки ыйтусене сÿтсе явнă.

Александр Усков каланă тăрăх, продукци кăларасси çултан-çул ÿссе пырать. Ăна Раççейри аграри регионĕсемпе СНГ çĕршывĕсене çеç мар, çавăн пекех ют çĕршывсене те ăсатаççĕ. Компани ертÿçи Чăваш ен Пуçлăхне хушма хуçалăхсем валли кăларакан продукци калăпăшне малашне те ÿстерме палăртнине каланă. Олег Николаев асăннă пĕрлешĕвĕн ертÿлĕхне тухăçлă ĕçшĕн тав тунă.

«Чăваш ен экологи тĕлĕшĕнчен паха таварсем тирпейлесе кăларни пĕлтерĕшлĕ. Эсир хатĕрлекен продукци шăпах ăнăçлă ĕçлеме май парать. Ял хуçалăхĕпе çыхăннă çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртме эпир яланах витĕм кÿме тăрăшатпăр», – палăртнă Чăваш ен Пуçлăхĕ.

Тĕлпулăва çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР промышленноç тата энергетика министрĕ Евгений Герасимов тата «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорĕ Владимир Свешников хутшăннă.

Александр Усков район ертÿлĕхĕпе те – Владимир Яковлевпа тата Андрей Тихоновпа – тĕл пулнă. Поселока аталантарас ыйтусене сÿтсе явнă, хăтлăх кĕртессипе пурнăçланă ĕçе вырăна тухса хакланă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика