Чĕртме çăмăл, сÿнтерме йывăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.10.2020, 14:23 Просмотров: 289

Канмалли кунсенче вут-çулăмран тухнă сакăр инкек çырăннине хыпарлать МЧС-ăн республикăри тĕп управленийĕ.

Вĕсенчен пĕри вырсарникун пирĕн районта пулнă: Кÿстÿмĕрти пĕр хуçалăхра лаç çунма тытăннă. Инкек çинчен пулăшу службине 4 сехет те 30 минут тĕлĕнче пĕлтернĕ.

– Малтанхи тĕрĕслев тăрăх çакă паллă. Хуралтăра хуран айĕнче уçă кăвайт чĕртнĕ пулнă. Кĕлне вара айăккине пухса пынă. Вут-çулăм çак сăлтавпа сарăлма пултарнă тесе шутлатпăр. Юрать, инкек тухнине кил хуçисем хăйсем вăхăтра асăрханă. Ял çыннисем те пушара чарма пулăшма çитнĕ. Вĕсен тата пушар сÿнтерекенсен ушкăнĕн вăйĕпе çулăма ытти çурт-хуралтăсем çине сиксе ÿкме паман, – пĕлтерчĕç асăрхав тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмĕнчен.

Унччен маларах «хĕрлĕ автан» Хураçырмари пĕр хуçалăхра шар кăтартнă-мĕн. Кунта вут-çулăм алхаснине пула хуралтăсем çуннă.

Статистика кăтартнă тăрăх, канмалли кунсенче мунчасем тăтăш çунаççĕ. Çавăнпа та, киле инкек ан кĕтĕр тесен, вĕсене хутнă чух хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалла, кăмакасен юсавлăхне асăрхасах тăмалла. Тăрпасен çÿллĕшĕн параметрĕсене уяманни, кăмака умĕнче тимĕр листи çукки, тĕтĕм çулĕсенче хăрăм пухăнни, ытти çитменлĕхсем хăçан та пулин инкек кăларма пултараççĕ, теççĕ пушар хуралĕн ĕçченĕсем.

Асра тытмалла: вутта хăвăрт хыпса илекен шĕвексемпе чĕртме, кăмака çывăхне е умне çунакан япаласем хума юрамасть. Çунакан кăмакана сăнавсăр хăварни е пăхса тăма ачасене хушни те хăрушă.

Çапăнмалли пÿлĕмре ытлашши вăйлă çутă пулмалла мар. 60 ватран хăватлă мар лампăсем хăрушсăр шутланаççĕ. Вĕсене пăсран ятарлă плафонпа хÿтĕлемелле.

И.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика