Çулсем иртнĕçемĕн Кивçурт Енĕш ялне кĕрекенсене икĕ енчен те улма-çырла сачĕ кĕтсе илĕ.
Ял пуçĕнче Совет Союзĕн Геройĕ Степан Илларионович Илларионов ячĕпе колхозниксем лартнă сад ешерет. Нумаях пулмасть вара кивçурт-енĕшсем ял вĕçĕнче тепĕр сад чĕртрĕç. Шăпах кунта Геройăн музей-çурчĕ вырнаçнă.
Çĕнĕ сада Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнман кашни салтак ячĕпе хыврĕç, 25 тĕм панулмипе груша лартрĕç.
– Çĕршывĕпе иртнĕ «Астăвăм сачĕ» акцие ентешсем çуркуннех хутшăнасшăнччĕ, анчах та коронавирус пандемийĕ плансене куçарма хистерĕ, – терĕ ырă ĕçе пуçаракан Вячеслав Алексеев.
1941–1945 çулсенче Кивçурт Енĕшрен, 70 киллĕ ялтан, 47 çынна фронта илнĕ. Вăрçăччен Хĕрлĕ çар ретĕнче 16 çамрăк тăнă.
Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.
Ноябрь 2024 |