Çулсем иртсен тÿрлетнĕ йăнăш

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.10.2020, 14:25 Просмотров: 291

Пирĕн районтан тухнă, халĕ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Иван Николаевич Николаев хăйĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă ашшĕн вилтăприне тупнă, ун хушаматĕнчи йăнăша тÿрлетме пултарнă.

Мăн Явăшра Сатаровсем çук

Ашшĕне шыраса тупассипе Иван Николаевичăн икĕ çул иртнĕ. Ун хушаматне Асăну кĕнекинче те, тăванлăх масарĕнче те йăнăш çырнă иккен: Сатаров тенĕ. Ашшĕ вара – Николай Трофимович Самаров.

Шырава Иван Николаевич Чăваш енĕн Асăну кĕнекинчен пуçланă. Унта вăл Вăрнар районĕнчи Мăн Явăшран вăрçăран таврăнман çынсен ячĕсем хушшинче 1901 çулта çуралнă Николай Трофимович текен ята тупнă, анчах та хушамачĕпе унăн ашшĕ мар. Иван Николаевич шухăша ÿкнĕ, çапах шалти туйăм ăна çак çын хăйĕн ашшех пулнине çирĕплетнĕ.

Иван Николаевича Сергей ывăлĕ пулăшнă. Вăл Раççей Оборона министерствин архивĕн «Память народа» сайтĕнчи çар докуменчĕсенче Сатарова хăвăртах шыраса тупнă, вăрçă çулне тишкернĕ, аслашшĕн юлашки çапăçăвĕ пирки тĕплĕн вуласа пĕлнĕ.

Пурнăçне – Медниково ялĕшĕн

Старая Русса – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вăйлă хăрушлăх тÿснĕ хуласенчен пĕри. Çуртсем, больницăсем, шкулсем йăлтах ишĕлчĕк пулса тăнă. 3000 çуртран 10-шĕ кăна сыхланса юлнă. Авалхи хуларан нимĕн те юлман. Фашистăн пĕрремĕш бомбисем ун çине 1941 çулхи июлĕн 5-мĕшĕнче ÿкнĕ. 1944 çулхи хĕллеччен хула оккупацире пулнă, кунта пурăнакансемшĕн ку тапхăр тамăка çаврăннă.

Хулана çăлассишĕн кунта çапăçусем 1942 çултанпах пынă. Хĕрлĕ Çар пысăк çухатусем тÿснĕ. Тин кăна çăлнă хула çумĕнчи ялсемпе поселоксене тăшман каллех хăй аллине илнĕ.

Медниково ялне 1943 çулхи мартăн 28-мĕшĕнче штурмлама палăртнă. Çак дата Мăн Явăшри Николай Самаровшăн пурнăçĕнчи юлашки кун пулса тăнă. Хĕрÿ çапăçусенче ку ялшăн 1873 салтак пуçне хунă. Вăл шутра пирĕн ентеш те.

Кунта пурăнакансем салтаксен юлашкийĕсене вăрçă хыççăн та пуçтарнă. Вĕсене пурне те тăванлăх масарне пытарнă. Хушаматсене мĕнле вуланă, çаплипех çырса хунă. Вăрçă вăхăтĕнче вĕсене уçăмлатма вăхăт пулман.

Тĕрĕслĕхе тупнă

Сергей Медниково ял поселенийĕн администрацине пулăшу ыйтса çырупа тухнă. «Аттене 80 çулхи юбилей ячĕпе парне тăвасшăн», – тенĕ вăл, Медниково ялĕнчи çар мемориалĕн реконструкци хыççăнхи тата Сатаров хушамат курăнакан плитан сăнÿкерчĕкĕсене ярса пама ыйтнă.

Хурав вăрах кĕттермен. Медниково ял поселенийĕн администрацийĕ çар масарĕнче чăнах та Николай Трофимович канлĕх тупнине пĕлтернĕ, сăнÿкерчĕксем ярса панă тата хушамата мĕнле майпа тÿрлетме май пуррине, мĕнле документсем кирлине ăнлантарнă.

Çакнашкал документсенчен пĕри – Ирина Прокопьевнапа мăшăрланăва кĕнине регистрацилени пулма пултарнă. Иван Николаевич Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕнче чиркÿ записĕсемпе нумай ларнă. Анчах та нимĕн те тупайман. Ашшĕпе амăшĕн мăшăрланăвне регистрацилемен иккен.

Иван Николаевич каллех çар докуменчĕсене тишкернĕ. Хăшĕсем пулăшас вырăнне пăтраштарса та янă. Сăмахран, Николай Трофимовича çуралсан ашшĕ ячĕпе Трофимов хушамат пани çиеле тухнă. Паспорт пулманнипе фронта вăл хăйĕн арăмĕн хушамачĕпе – Самаровпа – тухса кайнă иккен. Çапла хăть тăванлăха туяс тенĕ. Çак документа вăл Вăрнар район çар комиссариатĕнче тупнă. Унтах вăл Сатаров вилни çинчен калакан хутăн копине илнĕ. Çавăн пекех вăл Мăн Явăшра Самаровсен йышлă йăхĕ пурăннине, анчах та Сатаровсем çуккине ĕнентерме пултарнă. Çак пĕтĕм информацие Медниковăна, Раççей Оборона министерствине янă, хушаматри йăнăша тÿрлетме ыйтнă.

Старая Русса район администрацийĕнчен кĕçех çыру çитнĕ: «Н.Т.Самаровăн хушаматне 2021 çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне тÿрлетĕпĕр».

Çитес çул Иван Николаевич икĕ ывăлĕпе тата хĕрĕпе Медниковăна çитсе килесшĕн...

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика