КПСС обкомĕн пичет секторĕ райхаçатри пай пуçлăхĕсен шкулне йĕркеленĕ. Вĕренĕве Шупашкарта кăна мар, черетпе районсен редакцийĕсенче те пуçтарăнаттăмăр.
Тĕлпулусене ятлă-сумлă паллă журналистсем, пĕрлех пĕр-икĕ писатель, парти обкомĕн лекторĕсем (çав шутра яланах пысăк хаваспа – Семен Григорьевич Григорьев), пропаганда пайĕн сотрудникĕсем хастар хутшăнатчĕç. Ирĕклĕ калаçура пĕр-пĕринпе туслашнă, шыравлă опытпа паллашнă. Эпĕ икĕ хутчен радиоорганизаторсен Шупашкарти семинарĕсенче пулса курнă (1964– 1966).
Фотоÿкерчĕкре – райхаçатсенчи пай пуçлăхĕсен 1972 çулхи август уйăхĕнче Элĕкре ирттернĕ семинарĕнче. Малта сылтăмран 4-мĕшĕпе 5-мĕшĕ – Элĕк хаçачĕн редакторĕ Аркадий Григорьевич Кустиков тата КПСС обкомĕн пичет секторĕн пуçлăхĕ Григорий Васильевич Васильев – Гр.Луч; сылтăмран 2-мĕшпе 3-мĕшĕ Степан Макарович Филипповпа Анатолий Игнатьевич Степанов (Вăрнар); М.Г.Кустиков хыçĕнчи Геннадий Степанович Мальцев (Йĕпреç); сулахайран 2-мĕшпе 3-мĕшĕ – Денис Викторович Гордеевпа (Муркаш) Михаил Алексеевич Васильев (Вăрнар).
М.ВАСИЛЬЕВ.
Ноябрь 2024 |