Тупăш вырăнне – парăм

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.11.2020, 10:56 Просмотров: 300

Ют пурлăха вăрлани яланах пулнă-ха вăл. Ĕçлес вырăнне çăмăллăн пайта курас текенсем тупăнсах пыраççĕ. Анчах халĕ вĕсен уйрăм ушкăнĕ ытла та пуçтахланса кайрĕ. Ăнлантăр пулĕ, сăмахĕ шулĕксем пирки пырать.

Пирĕн пурнăçа çĕнĕ технологисем кĕни вĕсене ал майлах пулчĕ ĕнтĕ. Килтен тухмасăрах, вырăнтан тăмасăрах кирек кама «çап-çара» тăратса хăвараççĕ вĕсем. Çакна вĕсенчен шар курнă çĕршер-пиншер çын çирĕплетме пултарать. Çав шутра – нумаях пулмасть 500 пин тенкĕлĕх улталаннă 31-ри арçын та.

Пулăшу ыйтса вăл полицин «Вурнарский» пайне иртнĕ юнкун килнĕ. Ун патне палламан номертен вуçех пĕлмен çын шăнкăравланине, Интернетра укçа ĕçлесе илме сĕннине пĕлтернĕ вăл полицейскисене. Шăнкăравлаканĕ хăйĕнпе биржа компанийĕн сотрудникĕ тесе паллаштарнă-мĕн. «Сирĕн онлайн-площадкăра счет уçма хăвăртан кăшт укçа-тенкĕ хывмалла кăна», – тенĕ ăна илĕртсе.

– Арçын чăнах та ÿкĕте кĕнĕ, укçана куçарма килĕшнĕ. Анчах çакăнпа çырлахман шулĕксем, çуллă чĕлхепе пуплекенскерсем пуçĕпех çавăрса илнĕ ăна. Илĕртсе, пысăк укçа ĕçлесе илме шантарса, арçынна смартфонри приложени урлă кредит та илтерттернĕ. Çапла хайхискер мушенниксене хăйĕн аллипех 500 пин тенкĕ ытла куçарса панă. Унпа çыхăннă «сотрудник» «пĕрлехи ĕçе» татах укçа хывма ыйтсан тин иккĕленÿ çуралнă. Вклада каялла тавăрма ыйтнă вăл, анчах... çакăн хыççăн çыхăну татăлнă ĕнтĕ. Текех абонент патне шăнкăравласа тухайман. Ку ултав тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă, йĕрке хуралçисем преступнике, вăл ăçтан шăнкăравланине палăртассипе тимлеççĕ, – пĕлтерет республикăри Шалти ĕçсен министерствин пресс-служби.

Çынсене улталанă тĕслĕхсем, чăн та, юлашки вăхăтра районта чылай. Хăйсене ĕненекенсене çаратма тем тĕрлĕ мел шутласа кăлараççĕ шулĕксем. Асăрханулăх кăна вĕсен серепине лекесрен сыхласа хăварать. Çав шутра – халĕ анлă сарăлнă интернетри суту-илÿ вăхăтĕнче те. Нумаях пулмасть районти 28-ти çамрăк, акă, наушник туянма шутланă. Хакне, 9 пин тенкине, тÿрех тÿлесе хунă. Анчах саккас панă таварне кĕтсе илеймен, укçи те пуçĕпех çухалнă.

Çакнашкал тĕслĕхсем ыттисене тимлĕ пулма вĕрентмелле пек. Çапах та хăйсен аллипе мушенниксене пуйтаракансен шучĕ ÿссех пырать. Çавăнпа та республикăри Шалти ĕçсен министерстви палламан çынсем пĕлтерекен кирек мĕнле информацие тÿрех ĕненмелле маррине асăрхаттарать. Çавăн пекех интернетри сделкăсем те ултав пулас хăрушлăх пур – вĕсен шанчăклăхне те тĕрĕслемелле.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика