ООН Тĕп Ассамблейин 2005 çулхи резолюцийĕпе килĕшÿллĕн, çулсерен ноябрь уйăхĕн виççĕмĕш вырсарникунĕ – Çул-йĕр инкекĕсенче вилнисен пĕтĕм тĕнчери астăвăм кунĕ.
Çак дата çĕр çинче пурăнакан кашни çынна хурлăхлă пулăма тимлĕхе илме хистет: тĕнчере çул çинче кунсеренех 3 пин ытла çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать, 100 пин енне вара хăрушла суранланса ĕмĕрлĕх сусăрланса юлать. Синкерсенче шар курнисенчен çуррийĕ, статистика пĕлтернĕ тăрăх, – çуран çÿрекенсем, мотоциклистсемпе велосипедистсем.
Çынсен пурнăçĕсене сарăмсăр татнă тĕслĕхсен сăлтавĕсем – хăвăртлăх режимне пăхăнманни, ÿсĕрле руль умне ларни е çул çине тухни тата ытти.
Астăвăм кунĕнче тĕнчипех çул çинчи инкексенче вилнисене аса илсе тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелеççĕ. Чăваш митрополичĕ Савватий пехилленипе республикăра та çак кун епархи храмĕсенче асăну службисем иртнĕ. Çавăн пекех ГИБДД сотрудникĕсем те çул çинчи асăрхав ĕçĕ вăхăтĕнче водительсене те, çуран çынсене те пĕр-пĕрне хисеплемеллине, яваплă пулмаллине, хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмаллине аса илтернĕ.
Дмитрий ЯКОВЛЕВ,
районти ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ.
Май 2025 |