Тавах сире, медицина ĕçченĕсем!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.11.2020, 15:35 Просмотров: 410

Чир-чĕр никама та хĕрхенмест, вăл кĕтмен-çĕртен пурне те çулăхма пултарать.

Эпир те сывлăх хавшанипе районти тĕп больницăна терапи уйрăмне лекрĕмĕр. Кунта, пĕлетпĕр ĕнтĕ, палатăсен ытларах пайĕнче çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ ернисем выртса сипленеççĕ.

Паянхи условисенче медицина ĕçченĕсене ÿт-пÿ енчен те, кăмăл-туйăм тĕлĕшпе те çав тери йывăррине хамăр куçпа куратпăр. Мĕн тери пысăк тиев, яваплăх выртать паян вĕсен хулпуççийĕсем çине. Вĕсем ыйхă, кану мĕнне пĕлмесĕр профессилле тивĕçе чыслăн пурнăçлаççĕ, çынсен пурнăçĕшĕн кĕрешеççĕ.

Уйрăм ертÿçи Рена Никоновна Прокопьева, Галина Васильевна Капирова тата Анжелика Владимировна Спиридонова врач-терапевтсем чирлисене тимлĕхрен кăлармаççĕ, анализсене, пациентсем хăйсене епле туйнине тĕрĕслесех тăраççĕ.

Процедура медицина сестрисем В.И.Трофимова, Г.М.Семенова (вăл аслă сестра та), палатăри медсестрасем – А.М.Константинова, С.Н.Иванова, Л.В.Алексеева, Л.Н.Авруйская, А.Галкина, Е.П.Девятерикова, Т.В.Александрова, Е.М.Миронова, санитаркăсем – В.Е.Алибаева, С.Быкова, А.В.Сидорова, Н.П.Никифорова, В.В.Кириллова, В.В.Николаева, И.А.Михайлова, Л.В.Захарова, сестра-хозяйка И.В.Степанова кунне-çĕрне пĕлмесĕр харпăр хăй ĕçне чунтан пурнăçлаççĕ. Врачсем çырса панипе уколсем лартаççĕ, палатăсене çуса тасатса, дезинфекцилесех тăраççĕ.

Шурă халатлисем паян çав тери хăрушă чирпе кĕрешеççĕ. Унсăр пуçне вĕсен ытти чир аптăратнисен сывлăхне те тĕрĕслесе тăмалла. Ырми-канми ĕçшĕн, пысăк ăсталăхшăн вĕсене чĕререн тав тăватпăр. Çăмăл мар ĕçре ăнăçу, чи кирли – çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунатпăр.

Г.П.Мефодьева, В.В.Виссарова, В.П.Иванова, В.И.Иванов, С.Максимов.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика