Ĕненни хакла ларать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.11.2020, 11:26 Просмотров: 357

226 миллион ытла тенкĕ. Ĕненмелле мар пек те, кăçалхи 10 уйăхра кăна çакăн чухлĕ укçа-тенкĕ «парнеленĕ» шулĕксене республикăра пурăнакансем. Пĕтĕмпе вара ку ушкăнра 3205 киревсĕр ĕç регистрациленĕ, кунта – ултавсем, банк карттисене çаратнисем, интернет урлă илĕртсе-хăратса укçа вăрланисем.

Преступниксем кĕсье телефонĕ çине, тĕпрен илсен, 495 кодлă (Мускав хули) номерсенчен шăнкăравлаççĕ. Ытларах чухне хăйсемпе банкăн хăрушсăрлăх службин сотрудникĕсем тесе паллаштараççĕ. Сирĕн банк карттинчен такам укçа вăрлама хăтланать е сирĕн ятпа кредит илнĕ тесе суяççĕ вĕсем. Ыйтăва татса пама карттăн реквизичĕсем, вăрттăн кочĕ, СМС-па килекен парольсем, ытти даннăйсем кирлĕ-мĕн. Е тата хăвăрăн укçана «хăрушсăр» счет çине куçарма ыйтни те пулать. Çакă сире тÿрех сисчĕвлентерме кирлĕ. Кун пек чухне телефона тÿрех хурсан лайăхрах. Иккĕленетĕр-тĕк, банка шăнкăравласа ыйтăва уçăмлатăр. Анчах суя «сотрудниксем» каланă номерпе мар (кунта сире каллех шулĕксем кĕтеççĕ), банк карттин хыçал енче кăтартнипе. Нимле реквизитсене те никама та ан пĕлтерĕр – банк ĕçченĕсен ку информаци ахаль те алăрах.

Çынсене улталама меллĕ тепĕр пулăм вăл – интернетри суту-илÿ. Преступниксем сайтсенче тĕрлĕ тавар, чылай чухне лавкка-пасартинчен йÿнĕрех, сутни çинчен пĕлтерÿ вырнаçтараççĕ. Çын ĕненет, туянма ĕмĕтленнĕ япалашăн хакне малтанах куçарса хурать. Анчах таварне те кĕтсе илеймест, сутуçи те «хыпарсăр» çухалать. Е, калăпăр, эсир хăвăр мĕн те пулин сутасшăн, сайта тÿлевсĕр пĕлтерÿ лартнă. Мушенниксем вара туянакан вырăнне шăнкăравлама пултараççĕ. Вĕсем ыйтнă пек карттăн вăрттăн даннăйĕсене пĕлтеретĕр те – сирĕн укçа счечĕ туххăмрах пушанса юлать. Мĕнле хÿтĕленмелле-ха? Пĕрремĕш тĕслĕхре, сăмахран, сутуçăна шанмастăр-тăк, тавар хакне малтанах ан куçарăр. Е тавара почтăпа, описьпе, яма ыйтăр. Капла почта ĕçченĕсем посылкăна икĕ хутчен – янă чух та, вырăна çитсен те – тĕрĕслеме тивĕçлĕ. Хăвăр тавар сутнă чух вара улталанасран асăрханма тата çăмăлрах. Укçа куçарса пама туянаканăн сирĕн телефон номерне кăна пĕлмелле. Урăх нимĕн те – код та, пароль те, реквизитсем те – кирлĕ мар. Çак даннăйсене вăрттăн пĕлес текенсем – сирĕн укçана куç хывнă шулĕксем.

Мушенниксем соцсетьсенчи аккаунтсене çĕмĕрни те сайра мар. Тăвансенчен, тус-юлташсенчен кивçен е йывăр лару-тăрура укçан пулăшма ыйтни килсен тÿрех куçарма ан хыпăнăр. Шăнкăравласа пăхăр, ахăртнех, ку çыннăн пĕтĕмпех йĕркеллех, нимле çыру та яман вăл – ун ячĕпе хупланса шулĕксем ĕçлеççĕ.

Юлашки вăхăтра интернет урлă водительсем шыракан пассажирсене нумай улталаççĕ. Ку тĕслĕхсенче те укçине çула тухиччен тÿлесе хуни йăнăш. Малтан сире кирлĕ вырăна çитерччĕр – тин кăларса тыттарăр.

Мушенниксем тепĕр мелпе те анлă усă кураççĕ. Уйрăмах – аслăрах çулхи çынсене çаратма. Вĕсем патне следователь е прокуратура ĕçченĕ ячĕпе шăнкăравлаççĕ те: «Пахалăхсăр эмелсем сутакан ушкăна тытса чартăмăр, вĕсене туяннăшăн сире компенсаци памалла», – теççĕ. Анчах ăна илме комисси куçармалла, транспорт тивĕçтерĕвĕсене саплаштармалла, счет уçмалла... – кĕскен каласан, сирĕнтен укçа туртса кăларма преступник темле сăлтав та тупма пултарать. Çавăнпа та сыхă пулăр.

Тепĕр самант та пĕлтерĕшлĕ. Палламан çынсенчен килнĕ, интереслĕ фото-, видео курма е парне сĕнекен ссылкăсене уçса пăхма сĕнместпĕр. Вĕсенче ултавçăсем янă ятарлă вируссем пытанаççĕ. Сиссе те юлаймастăр, картта çинчи укçа-тенкĕ йĕп пекех çухалать. Çакнашкал вируслă ссылкăсенчен хÿтĕленме смартфон çине антивирус программине лартни пулăшать.

Самолет-поезд çине е кинона кайма билетсене интернет урлă туянма кăмăллакансен те ултав серепине лекес хăрушлăх пур. Çавăнпа та хăвăр кĕнĕ сайтăн шанчăклăхне тĕрĕслĕр. Ытларах чухне кибер-преступниксен сайчĕсенче хăрушсăр «https» вырăнне «http» тăрать. Суяна тепĕр мелпе те ăнланма пулать: сайт адресне шырав системине кĕртĕр те ун пирки информаципе паллашăр: кĕске вăхăт ĕçлекеннисем – фальшивкăсем.

Ан манăр: банк карттине çухатнă-тăк, ăна хăвăртрах «блокировка» тумалла: е банка хăйне кайса, е банкăн приложенийĕ урлă, е финанс учрежденийĕн «вĕри линийĕн» телефонĕпе. Унăн даннăйĕсене никама пама та, пĕлтерме те юрамасть.

М.НАУМОВ,

полицин «Вурнарский» пайĕн уголовлă шырав уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика