Пирĕнтен нумайăшĕ чиркĕве çÿрет, анчах та унта хăйне тĕрĕс мĕнле тытмаллине пĕлсех каймасть.
Чиркĕве пуçтарăннă чухне, паллах, харпăр хăй çипуçĕ çине тимлĕх уйăрмалла. Миниюбка е шорты – чиркÿ валли мар. Хĕрарăмсен храмра çара пуçпа пулма юрамасть, арçынсен вара шĕлепке-карттуса хывмалла.
Чиркÿ территорине кĕрсен тата храма кĕнĕ чухне пуçа чиксе виçĕ хутчен хĕрес хывмалла. Служба тăрас тесен пачăшкă лайăх курăнакан тата илтĕнекен вырăна тăмалла, ун вăхăтĕнче кирлĕ-кирлĕ маршăн утса çÿремелле мар. Хорпа пĕрле «Отче наш», «Символ веры» тата ытти пĕрлехи кĕлĕсене (вĕсем куна кура тĕрлĕрен пулма пултараççĕ) кăна юрламалла.
Харпăр хăй нуши пирки ирĕклĕн кĕлĕ тума юрать. Чи кирли – çакна чунран, Турра ĕненсе тумалла. Кĕлĕсен яланах адресачĕ пулмалла.
Çавăн пекех кашниех Турăшсене, хĕрессене, çĕрмен ÿтсене (мощи) чуптума пултарать.
Чиркÿсенче çуртасемпе мĕн тума юрани е юраманни пирки тĕрлĕ сас-хура çÿрет. Анчах та пĕр япалана манмалла мар – храмра мĕнле утăмсем тăватпăр, вĕсем ытахальтен тата ячĕшĕн мар, чунран пулмалла. Турра юп кăтартни те, укçа та мар, юрату кирлĕ. Чиркĕве атте-анне килне кайнă пек – хаваслă, ăшăлăхпа, тулли шанăçпа кĕмелле.
Хамăр кĕлĕсемпе эпир Турра, çветтуйсене йăлăнатпăр. Вĕсем хăйсем те тахçан çĕр çинче пурăннă, çавăнпа та вĕсене пирĕн шухăшсем, вăйсăр енсем çывăх тата ăнланмалла. Вĕсем пирĕн кĕлĕсене илтеççĕ.
Православи йăлинче чиркÿсем çирĕплетнĕ кĕлĕ тексчĕсем нумай, вĕсене молитвословсенче тупма пулать. Чиркÿ лавккисенче тем тĕрли те пур кунашкал кĕнекесем. Кĕлĕсенчен чи пĕлтерĕшлисене вĕренни çав тери усăллă: «Отче наш», «Символ веры», «Богородице, Дево, радуйся». Кашни çветтуй валли урăхла кĕлĕ.
Служба вăхăтĕнче кĕлĕсене пирĕншĕн пачăшкă тата хор вулаççĕ. Турра ĕненекенсен вĕсене итлемелли тата шухăшпа йăлăнусене ăса хывмалли çеç юлать. Эсир кĕнĕ вăхăтра чиркÿре служба çук пулсан, Турă, Турă Амăшĕ, Ангел-хранитель, архангелсем тата çветтуйсем ячĕпе кĕлĕ вуламалла.
Алă айĕнче кĕлĕ кĕнеки çук е ăсра нимĕнле кĕлĕ те астумастăр-тăк, Иисус кĕллине вулăр: «Господи, Иисусе Христе, сыне Божий, помилуй мя грешнего (грешную)».
Ноябрь 2024 |