Сакăр уйăх ытла ĕнтĕ «пандеми» сăмахпа пурăнатпăр, сакăр уйăх ытла çак амакран тĕрлĕ мелпе хÿтĕленме хăтланатпăр.
Чи ансат хÿтĕлев, паллах, – маскăсем. Вĕсене обществăлла вырăнсенче, лавкка-аптекăсенче, обществăлла транспортра, пĕр сăмахпа, социаллă дистанцие пăхăнма йывăр пур вырăнта та тăхăнма йышăннă.
COVID-ăн пĕрремĕш хумĕ ку йăлана пурне те хăнăхтараймарĕ, çуркунне чылайăшĕ çын нумай çÿрекен вырăнта та маскăсен эффективлăхне ĕненмесĕр вĕсене тăхăнасшăн пулмарĕ. Иккĕмĕш хум хаяртарах пулни курăнать – чирлисен шучĕ кунсерен 20 пиншер çын ытла ÿссе пырать. Çавна май маска режимне çирĕпрех те çирĕпрех тĕрĕслеме тытăнчĕç. Анчах... Тивĕçлипех хÿтĕленетпĕр-и-ха хăрушă чиртен? Шел те, хăшпĕрисен маскисем çине пăхатăн та – ячĕшĕн çеç пек туйăнать. Эпидемиологсем медицина маскисене пĕр хут тăхăнсан кăларса пăрахма сĕнеççĕ. Эпир вара? Чăнахах та пĕр маскăна, пĕр хутчен тăхăнмаллине, «апрельтенех» тăхăнатпăр мар-и? Маска пур-и? Пур! Кĕсьерен туртса кăларатпăр. Хăшĕсен вăл çăмланса-сÿсленсе кайнă. Вырăсларах каласан – зато маскăпа!
Пĕр пĕлĕшĕм каласа кăтартрĕ. Вĕсен ялĕнче лавкка çук, унта кашни эрнере автомагазин килсе çÿрет. Хальхинче те ун умне халăх кĕпĕрленнĕ.
– Мĕн маскăсăрах? – асăрхаттарнă пĕри.
– Санăнни пек тĕсĕ те юлман маскăна тăхăниччен тăхăнманни, – тенĕ тепри.
Сăмах хыççăн сăмах чĕрре кĕртсе янă. Кам тĕрĕс? Нихăшĕ те.
Специалистсем пандеми тăршшĕпех хÿтĕлев хатĕрĕпе тĕрĕс мар усă курни эффективлă маррине тата сывлăхшăн хăрушшине асăрхаттараççĕ.
Паллах, маскăсенчен пурте ывăнчĕç, анчах та пирĕн хальлĕхе урăхла ирĕк çук: е эпир хăрушсăрлăх мерисене çирĕп пăхăнатпăр, е ку чир пирĕнтен тата та вăрах вăхăт хăпмĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |