Хальхи вăхăтра нумай ачаллă çемьесем сахалрах. Çамрăксем те, авă, пĕрлешсен пепкеллĕ пулма вас-камаççĕ. Пĕрисем: «Малтанах хамăршăн пурăнар-ха. Тĕнче курса çÿрер. Ачапча çуратма ĕлкĕретпĕр», – теççĕ. Теприсем вара çапла ăнлантараççĕ: «Ура çинче çирĕп тăмастпăр. Ипотека тÿлемелле». Чăн та, кашнин хăйĕн тĕрĕслĕхĕ. Ахальтен каламаççĕ пулĕ: «Тĕнчере тĕрлĕ-рен кĕнчеле». Çапах та: «Ачасем – пурнăç чечекĕсем. Вĕсем-сĕр çут тĕнчере пит кичем»,– текенсем те сахал мар.
Тăвальушкăнь Ялтăрара пурăнакан Натальйăпа Владимир Алексеевсем пысăк йыш çинчен ĕмĕтленмен пулин те 10 ачана çут тĕнче парнеленĕ.
Аçăмçырми каччипе Çавалкас Мăрат хĕрĕ Мăнкунра паллашнă. Вĕсене Турă пилленĕ тейĕн. Сăпайлă хĕрпе сатур каччă 1996 çулта пĕр çемье чăмăртанă. Ачисем пĕрин хыççăн тепри çуралнă: Наина, Инесса, Роман, Родион, София, Агнесса, Ангелина, Никон, Евангелина, Ноэмия. Аслă хĕрĕсем пурнăç çулĕ çине тăнă ĕнтĕ. Роман Шупашкарти аслă шкулта ăс пухать. Родион Аçăмçырминчи вăтам шкулта 10-мĕш класра, йĕкĕрешсем – Софьăпа Агнесса – 6-мĕш класра вĕренеççĕ. Ангелинăпа Никон та пĕлÿ çурчĕ еннелле çул такăрлатаççĕ, пуçламăш классенче ăс-тăн пухаççĕ. Кĕçĕн хĕрĕсем шкул çулне çитеймен-ха.
– Ачасем пурри – чăн пысăк телей, – çирĕплетрĕ Наталия Дмитриевна. – Мăшăрăмпа пысăк йыш пулнишĕн хĕпĕртетпĕр. Хăшпĕр çынсем пирĕн çине тĕлĕнерех пăхсан вара: «10 ачи те Тур пани», – тетпĕр.
Владимир Васильевичпа Наталия Дмитриевна иккĕшĕ те нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ, çавăнпа та вĕсене пысăк йыш савăнăç кÿрет кăна. Пĕрлĕхре – вăй. Йышпа кил хуçалăхĕнчи ĕçсене пуçтарма аван. Алексеевсем мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх 5 пуç тытаççĕ, çав шутра ĕнесем – виççĕ.
Владимир Васильевич тăван тăрăхран аяккарах вăй хунăран кил-тĕрĕшри ĕçсем ытларах чухне мăшăрĕн черченкĕ хулпуççийĕсем çине тиенеççĕ. Ачисем амăшне яланах пулăшма хатĕр. Ирхи ĕçсене пуçтарма та пĕрле тухаççĕ. Пÿрте кĕрсен хăшĕ ирхи апат ăшăтать, тепри пÿрт-çурт тирпейлеме васкать. Кĕскен каласан Алексеевсен килĕнче ир-ирех пурнăç вĕресе тăрать.
– Мăшăрăмпа ачасене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса час-часах çапла калаттăмăр: «Çынна сăмахпа мар, ĕçпе хаклаççĕ. Куç хăрать те, ал тăвать. Пĕр куна юлнă ĕç пин куна юлать. Тарличчен ĕçлесен апат та тутлă», – калаçăва малалла тăсрĕ Наталия Алексеева.
Ача-пăчана мул париччен ăс пама хушнă. Шăпах çакна асра тытаççĕ ĕнтĕ Владимир Васильевичпа Наталия Дмитриевна. Кил хуçи хĕрарамĕ Çавалкас Мăратра пурăнакан ашшĕ-амăшĕ пирки ырă сăмахсем нумай каларĕ. Любовь Герасимовнăпа Дмитрий Ильич Петровсем ачисене яланах ырă тĕслĕх кăтартнă, пур ĕçе те этемĕн ăста аллипе çивĕч ăсĕ тунине ăнланма пулăшнă. Наталия Алексееван ашшĕпе амăшĕ ĕмĕр тăршшĕпех Карл Маркс ячĕллĕ колхозра вăй хунă: Дмитрий Ильич механизаторта, Любовь Герасимовна дояркăра тăрăшнă. ,ç коллективĕнче ят-сумра пулнă. Халĕ мăнукĕсене пăхма пулăшаççĕ.
Наталия Алексеева юратнă профессиех алла илнĕ. Ара вăл ачаранах сывлăх сыхлавĕнче ĕçлеме ĕмĕтленнĕ-çке. 1992 çулта Шупашкарти медучилищĕрен вĕренсе тухнă. Юпшик Ялтăрара фельдшерта тăрăшма пуçланă. 2008 çулччен ФАПра тимленĕ. Ачасем умлăн-хыçлăн çут тĕнчене килме пуçласан Наталия Дмитриевна пуçĕпех хăйне çемйине халалланă. Наталия Алексеева кил вучахĕн ăшши хушăнсах пытăр тесе тăрăшать. Сăпайлă, уçă кăмăллă, ĕçчен хĕрарăма пула çемьере килĕшÿпе юрату хуçаланаççĕ.
Туслă йыш икĕ хутлă капмар пÿртре пурăнать. Наталия Дмитриевна нумай ачаллă çемьесене кил-çуртпа тивĕçтернĕшĕн патшалăха чун-чĕререн тав тăвать. Кил хуçи хĕрарăмĕ районти халăха социаллă хÿтлĕх кÿрессипе тимлекен пай пуçлăхĕ Ирина Смолина пирки те ыр сăмахсем калама манмарĕ. «Хастар ертÿçĕне пула нумай ачаллă çемьесем тимлĕхрех»,– палăртрĕ кăмăллăн Наталия Алексеева.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |