Ачасем – Турă панă ырлăх, тет вырăссен каларăшĕ. Çакăн çумне хушса калас килет: вĕсем çемьере мĕн чухлĕ нумайрах, телейĕ те çавăн чухлĕ пысăкрах. Асатте-асаннесемех, ак, йывăр вăхăтра нушаллă-тертлĕ пурăннă пулин те, кил-çурчĕсем ача-пăча сассипе кĕрлесе тăнă. Паян вара тÿнтерле ÿкерчĕк куратпăр – апат-çимĕçĕ те, тумтирĕ те çителĕклĕ, технологисен ĕмĕрĕнче пурнăçĕ те çăмăлрах, анчах йышлă çемье сайра.
– Ывăлăмсемпе хĕрĕмсем, мăнукăмсем тăван киле харăс пухăнсан пĕр пÿрт тулатпăр вĕт. Шавлă пултăр, хĕсĕк пултăр – пурпĕрех мар-и, чĕре савăнать вĕсем çине пăхса. Хăйсем ашшĕ-амăшĕ ĕнтĕ тахçанах, çапах тĕпренчĕкĕмсем тетĕп вĕсене юратса, – калаçать ăшшăн Малтикас Ялтăрари Римма Петровна Матвеева. Унăн кашни сăмахĕнче амăшĕн черчен юратăвĕ сисĕнет, ачисемшĕн çунни палăрать. «Тĕпренчĕкĕсем» вара унăн пĕрре те, иккĕ те мар, çиччĕ тан – тăватă ывăлпа виçĕ хĕре кун çути парнеленĕ вĕсем мăшăрĕпе, Валерьян Григорьевичпа, иккĕшĕ. Эдик, Эмма, Алексей, Сергей, Валера, Алина тата Римма халĕ хăйсем çемьеллĕ. Ашшĕ-амăшĕн çирĕп тĕрекĕ. Пурнăç парса, çăмăл мар пулин те тивĕçлĕ пăхса ÿстернĕ чи çывăх çыннисене вĕсем чунтан хисеплеççĕ. Кашни хăйĕн хваттерĕ-çурчĕпе пурăнсан та Римма Петровнапа Валерьян Григорьевича пĕчченлĕхе туйма памаççĕ. Тăван киле тăтăш килсе тăраççĕ, нихăçан пулăшусăр хăвармаççĕ. Эппин, тĕрĕс воспитани илсе, чăн хаклăхсене ăса хывса çитĕннине пĕлтерет мар-и ку;
«Ача нумаййи пачах та йывăрлăх тесе шутламастăп. Телей те савăнăç кăна кÿрет çакă. Хам та, мăшăрăм та пĕр шухăшлă пултăмăр, иксĕмĕр те йышлă çемьешĕнччĕ. Пĕр-пĕрне пулăшса, туслă ÿсрĕç ывăлăмсемпе хĕрĕмсем. Халĕ те вĕсем хушшинчи тăванлăх туйăмĕ пĕчĕк чухнехи пекех çирĕппишĕн çав тери хĕпĕртетĕп, – кăмăлне уçса пуплерĕ ачисене телей кăна сунакан юратнă амăшĕ. Вĕсене пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса-вĕрентсе çитĕнтернине те пытармарĕ. «Янтă пурнăçа мар, çăкăр хакне пĕлсе тата çемьере ăшăлăхпа килĕшĕве курса ÿссен ачаран чăн-чăн çын пулать», – терĕ вăл, воспитани мелĕсем пирки ыйтсан.
Ачисем хăйсен вырăнне тупнă ĕнтĕ. Эдикпе Сергей пурнăçĕсене хăюллисен тата хастаррисен тивĕçĕпе – йĕрке хуралĕпе – çыхăнтарнă: Росгвардире тата полицире службăра тăраççĕ. Валерăпа Алексей çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче тăрăшаççĕ. Алина садикре кĕçĕннисене пĕлÿпе воспитани парассипе ырми-канми тимлет. Римма, лавккара ĕçленĕскер, хальхи вăхăтра пĕчĕк пепкине пăхассипе отпускра. Вĕсем пурте тĕп хулара ĕçлесе пурăнаççĕ. Эмма хĕрĕ вара хамăр районтах, Çăкаллă Явăш каччипе çемье çавăрса ку тăрăхра тĕпленнĕ. Ашшĕ-амăшĕ пекех хастар, алă усса пачах лараймасть. Кил-хуçалăхĕ пысăк, выльăх-чĕрлĕхне чылай тытаççĕ, кунне-çĕрне пĕлмесĕр ăшталанаççĕ.
Тăрăшулăхĕ тенĕрен, ашшĕ-амăшĕнчен пырать-ха ĕнтĕ вăл. Римма Петровнана хăйне те, акă, ĕçĕ ирех куршанак евĕрех çыпçăннă. Акайĕн пĕртăванĕ, фермăра вăй хунă, пĕчĕкскере тул çутăлнă-çутăлман вăратса навус хырма пĕрле илсе кайнă иккен. Пĕве кĕрсен çуралнă ялĕнче – Çĕмĕрле районĕнчи Юманайĕнче – дояркăра вăй хума пуçланă. 1971 çулта Малтикас Ялтăрана качча килсен вырăнти «Новый путь» колхозра ĕç тупăннă. Тĕрлĕ çĕрте тăрăшнă: малтанах сыснасене çăвăрлаттаракан, унтан ашлăх самăртакан фермăсенче лайăх кăтартусемпе тимленĕ. Каярахпа дояркăна куçарсан та хастарлăхне чакарман. Тепри, тен, çакă арçын валли мар тейĕ, çапах та мăшăрĕ те арăмĕпе юнашар кунтах тăрăшнă. Вăл та, çамрăклах колхоз ĕçне кÿлĕннĕскер, вунпиллĕкрех плугарьте çÿренĕ. Калининăри училищĕре механизатора вĕренсе тухсан Оренбург облаçне «çерем уçма» тухса кайнă. «Вăл вăхăтра хăватлă шутланнă, тин кăларнă комбайнпа вырмана тухма та шаннăччĕ мана», – иртнине аса илет Валерьян Григорьевич. Çуралнă тăрăхне таврăнсан Вăрнарти СПТУ-ра тепĕр специальноç алла илсен ял хуçалăхĕн кĕçĕн специалисчĕ пулса тăнă. Тăван колхозрах тимленĕ: ферма заведующийĕнче, трактористра, бульдозерист. Каярахпа лашапа фермăри выльăх-чĕрлĕх валли апат турттарнă. Çав вăхăтрах арăмĕпе çума-çумăн доярта ĕçлеме те тиркемен.
/ркенме пĕлмен Матвеевсем 1991 çултан фермер хуçалăхĕ пек ĕçлеме шут тытаççĕ. Пахчаçимĕç, ытларах çĕрулми, çитĕнтереççĕ. Канма манса тенĕ пек тăрăшнăран ĕçĕ те ăнса пырать.
– Мăйракаллă шултра выльăхне те пĕр вăхăт вунна та çитернĕччĕ. Йывăр пулсан та, тепĕр чух икшер талăк куç хупмасăр та ăшталаннă. Халĕ вара çамрăках мар та, сурăх-качакасем кăна тытатпăр. Çăвĕпе пахчара аппаланатпăр. Чăххи-чĕппи, хурĕ-кăвакалĕ те картиш туллиех. Ачасемпе мăнуксем валли ялти тутлă та таса аш-пăш хатĕрлетпĕр, – теççĕ 67-ри Римма Петровнапа 73-ри Валерьян Григорьевич.
Паянхи тепĕр савăнăçĕ Матвеевсен – юратнă мăнукĕсем. Пурĕ вунпиллĕкĕн вĕсем – ăшшăн кукамай-асанне тата кукаçи-асатте тесе чĕнекенсем. Тата çулталăка çитмен кĕçĕн мăнукĕ те йăпанмалăх пур-ха. «Çапла çемье йышĕ хушăнсах пырать те, телейĕ те пирĕн пысăкрах», – хĕпĕртет çичĕ хутчен Амăшĕн мухтавлă ятне илтнĕ Римма Петровна.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |