Нумаях пулмасть Мускавра «Поэзи» литература конкурсĕнче сăвăçсемпе куçаруçăсен тата критиксен 2020 çулхи çĕнтерÿçисене палăртрĕç. Чи ăста куçаруçă ятне Шупашкарта çуралнă, халĕ тĕп хулара пурăнакан чăваш сăвăçи Алексей Прокопьев çĕнсе илчĕ.
Вунă çул каярах вăл Андрей Белый премине илме тивĕçнĕччĕ, унччен маларах çак ята чăваш поэчĕсенчен Геннадий Айхине кăна панăччĕ. Унсăр пуçне Алеша «Антология» тата ытти хăшпĕр пысăк конкурссенче те мала тухма пултарчĕ.
М.В. Ломоносов ячĕллĕ Мускаври патшалăх университечĕн ÿнер (искусство) историйĕн уйрăмне çулсерен çĕршывĕпе 25 ачана кăна вĕренме илетчĕç, вăл вара шкул хыççăнах пысăк конкурс витĕр тухма пултарчĕ. Тăрăшса ăс пухрĕ, ют çĕршыв чĕлхисене алла илчĕ, Европăри сăвăçсен хайлавĕсене акăлчан, нимĕç, итали, дани, швед чĕлхисенчен вырăсла куçарчĕ. Сăпайлă пулнăран сăввисене малтан урăх ятпа пичетлетчĕ. Сăввисемпе куçарăвĕсем «Новый мир», «Иностранная литература», «Волга» журналсенче кун çути курчĕç, вăл темиçе кĕнеке авторĕ пулса тăчĕ. Чăваш халăх пултарулăхĕ çинчен те манса кайман, ют çĕршыв чĕлхисем çине куçарса унпа Европăри вулакансене паллаштарчĕ. Халĕ те вăл Мускав поэчĕсене явăçтарса пирĕн Наци библиотекинче поэзи фестивалĕсем ирттерсе тĕлĕнтерет. Филологи наукисен кандидатне кунти авторсемпе пĕр чĕлхе тупма тĕп хулара университетпа литература институтĕнче вĕрентÿ опытне туянни, аслă тавракурăмĕ хытă витĕм кÿрет. Вăл тăрăшнипе паян Райнер Мария Рильке, Джефри Чосер, Джон Милтон тата нумай-нумай Европа поэчĕсен сăввисем, Прокопьев вырăсла куçарнăран, çĕршыври ытти чĕлхесемпе, çав шутра чăвашла та, янăраççĕ.
«Ача чухне мана Мачамăшри колхоз бригадирĕ Павел Иванович Князев лаша кÿлме вĕрентнĕччĕ, çакна тÿрех алла илме пысăк чăтăмлăх кирлĕ пулнăччĕ, – аса илет çĕнĕ лауреат. – Тăван ене манса кайманни вара мана поэзи тилхепине тĕнчери тумхахлă çулсемпе тĕрĕс тытса пыма пулăшать».
Алеша Прокопьевăн ашшĕ Петр Никифорович Прокопьев – Мачамăшран, мăшăрĕпе Нина Александровнăпа вĕсем виçĕ ача çуратса тĕрĕс çул çине тăратрĕç. Пурне те питĕ лайăх пĕлетĕп, савăнăçне те, хуйхи-суйхине те яланах пĕрле пайланă. Прокопьевсен аслă хĕрĕ Люба – тĕрĕпе кавир ăстаçи, упăшкипе, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕпе Людвиг Тихонов скульпторпа, иккĕшĕ те художество училищи хыççăн пĕлĕвĕсене Мускавра ÿстерчĕç, кĕçĕн хĕрĕпе, Наталипе, кĕрÿшĕ – врачсем. Тараватлă ашшĕпе амăшне пултаруллă ачисемпе мăнукĕсен çĕнĕ çитĕнĕвĕсем яланах савăнтаратчĕç, халĕ те вĕсем Турă панă хевтепе пĕрле çÿл тÿперен вăй-хăват парса тăраççĕ пулас.
Валерий КОШКИН.
Ноябрь 2024 |