Хирпуçĕнчи культура çурчĕн заведующийĕ Алина Илларионова ăшшăн кĕтсе илчĕ. Вăл кунти ĕç-хĕлпе паллаштарма хирĕç пулмарĕ. Малтанах тĕрлĕ мероприятисем ирттермелли зала кĕме сĕнчĕ. Куçа тÿрех тасалăх тыткăна илчĕ. Зал вара пĕчĕкех мар.
– Кунта канмалли кунсенче çамрăксем валли ташă каçĕсем ирттеретпĕр. Йăлана кĕрсе çирĕпленнĕ те, яшсемпе хĕрсем эрнекунпа шăматкун чылаййăн пуçтарăнаççĕ. Уявсем умĕн йыш палăрмаллах пысăкланать. Ташă каçĕнче çамрăксем хăйсен пушă вăхăтне усăллă ирттереççĕ. Вĕсене ташлаттарма музыка аппаратури пур, юрă-кĕвĕ те çителĕклех. Хирпуçĕнче пурăнакансем кăна мар, юнашар ялсенчи яшсемпе хĕрсем те ташă каçне килсе çÿреççĕ. Канмалли кунсенче ташлама пуçтарăннишĕн эпир те, культура ĕçченĕсем, савăнатпăр. Ара кунта пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçаççĕ, вăхăта пĕрле ирттернĕ май туслăха çирĕплетеççĕ. Культура çурчĕ çавăн пекех яшсемпе хĕрсемшĕн паллашмалли вырăн та пулса тăрать, – терĕ Алина Илларионова.
Мĕнех, çамрăксем çÿреççĕ, культура ĕçченĕсем вара вĕсем валли тивĕçлĕ условисем туса пама тăрăшаççĕ. Акă тĕрлĕ çулсенчисем культура çуртне килсе бильярдпа е теннисла выляма пултараççĕ. Шкул ачисене те чармаççĕ. Юрлас кăмăл пур пулсан фольклор ансамбльне çырăнма пултаратăн. «Шăпчăксем» ушкăна йĕркелесе янăранпа тăваттăмĕш çул.
– Эпĕ культура тытăмĕнче пиллĕкмĕш çул ĕçлетĕп. Хирпуç тăрăхĕнче пурăнакансен пултарулăхне аталантарас тĕллевпе коллектив пуçтарма май килчĕ. «Шăпчăксем» ушкăнпа халĕ тĕрлĕ çĕрте пулатпăр, ял халăхĕн кăмăл-туйăмне çĕклетпĕр. Пире Валерий Тихонов нумай пулăшать. Унăн УАЗ автомашина пур. Хăйĕн техникипе ушкăна пĕр-пĕр яла илсе кайма нихăçан та хирĕçлемест, – тет культура ĕçченĕ.
«Шăпчăксем» ушкăн пысăках мар. Апла пулин те кашни юрра-кĕвве чунтан парăннă. Елена Репицына, Надежда Михайлова, Любовь Свирская, Лидия Харитонова, Инна Корнилова тата Светлана Гаврилова юрласа ăсталăха кунсерен тенĕ пек ÿстерсе пыраççĕ. Баянпа калама Вăрнарта пурăнакан Ольга Николаевăна чĕнсе илеççĕ. Ушкăнра юрлакансем репетицие тулли кăмăлпа, хаваспа килсе çÿреççĕ. А.Илларионова каланă тăрăх, пĕри те турткалашса тăмасть, çĕнĕ юрăсене пысăк хавхаланупа юрлама хăнăхаççĕ. Репертуара çĕнетесси – тĕп тĕллевсенчен пĕри. Чăн та, концерт программине май пур таран çулсерен улăштарма тăрăшаççĕ. Чăваш юрри-ташши малти вырăнта паллах. ,лĕкхи юрăсене те манмаççĕ.
– Мана ĕçре пулăшаканĕ вăл – илемлĕх ертÿçи Елена Репицына. Унпа пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлетпĕр, культура çуртĕнче мĕнле мероприятисем йĕркелесе ирттермеллине пĕрле калаçса палăртатпăр. Пĕр шухăшлăх ĕмĕт-тĕллевсене чăрмавсăр пурнăçа кĕртме май парать. Кăçал акă ял уявне ирттерессишĕн сахал мар вăй хума тиврĕ. Халĕ, Çĕнĕ çул çывхарнă май, ĕçĕ пушшех те нумай. Тепĕр тесен, халăх канăвĕшĕн тăрăшатпăр вĕт. Культура çуртне килсен никам та тунсăха путмĕ, – кăмăллăн калаçрĕ Алина Николаевна.
Вăл пĕлтернĕ тăрăх, культура çурчĕ çумĕнче темиçе кружок ĕçлет. Унта çÿрекенсем – шкулта вĕренекенсем. «Светлячок» кружокра ташлама хăнăхаççĕ пулсан, «Звездочкăра» юрлама вĕренеççĕ. «Çамрăк талантсем» кружока çырăннисем актер ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене алла илеççĕ: пĕр-пĕр юмахпа е инсценировкăпа куракан умне тухаççĕ. Аслăрах çулсенчисем валли вара «Туслăх» драма кружокĕ пур. Пĕлтĕр «Кукша пуçа куршанкă çыпăçмасть» камит кăларнă. А.Илларионова заведующи зала та кĕртсе кăтартрĕ. Сцена пĕчĕкех мар, ларса курма пукансем çителĕклĕ.
– Сценăна çĕнетмелле, чаршава улăштармалла. Музыка аппаратури те хальхи йышши кирлĕ. Культура çурчĕсене çĕнетме ятарлă программăна хутшăнма документсем хатĕрлетпĕр, – ăнлантарчĕ Алина Николаевна.
Унпа культура çуртне курса çÿренĕ хыççăн иккĕмĕш хутра вырнаçнă библиотекăна çитсе кĕтĕмĕр. Надежда Михайлова библиотекарь вырăнтахчĕ. Пÿлĕм пысăк. Тĕрлĕ куравсене тÿрех асăрхама пулать. Библиотекарь фондра тăхăр пин экземпляр кĕнеке упраннине каларĕ. Пурĕ 620 вулакан. Библиотекăна иккĕмĕш çур çулта тăхăр хаçатпа ултă журнал килсе тăрать. Кĕнеке çÿлĕкĕсем çĕнĕ литературăпа çулсерен пуянланаççĕ. Парне тăвакансем те пур. Зоя Никифорова, Римма Павлова библиотекăна темиçе экземпляр кĕнеке парнеленĕ. Библиотека çумĕнче йĕркеленĕ ал ăстисен кружокне ытларах аслă çулсенчи çынсем килсе çÿреççĕ. Вĕсем çыхаççĕ, тĕрлеççĕ – çапла майпа хĕл кунĕсенчи пушă вăхăта туллин ирттереççĕ.
Библиотекарьпе культура ĕçченĕсен ĕмĕт-тĕллевĕсем çутă. Халăха тивĕçтерекен мероприятисем ирттерессишĕн ÿлĕмрен те çанă тавăрса ĕçлеме хатĕр.
Юрий КОРНИЛОВ.
Ноябрь 2024 |