Ку эрне пуçламăшĕнче сывлăш температури вырăн-вырăнпа 35 градусран та анчĕ. Республикăри медучрежденисене тăм илнипе çынсем пынă тĕслĕхсем те пулчĕç. Шартлама сивĕрен мĕнле сыхланмалла-ха;
Специалистсем сивĕ сывлăха çав тери пысăк сиен кÿнине калаççĕ, уйрăмах юн тымарĕсене. Ура-алă шăнсан вĕсем сисмелле мар пĕрĕнеççĕ, юн çаврăнăшĕ чакать. Малтанах ÿт шăнать, хыççăн ÿт айĕнчи сий, юн тымарĕсем, мышцăсем, нервсем, çавăн пекех шăмăсем те. Уйрăмах алă-ура пÿрнисем, хăлхасем тата сăмса сивве питĕ сисĕмлĕ. Хытă шăнсан çыннăн температури 35 градус е унран та аяларах чакать, асăрхаттараççĕ медиксем.
Хытă шăнасран тата ÿт-пĕве тăм илтересрен асăрханма специалистсем хутлă-хутлă – хулăм пĕр свитер вырăнне темиçе хут çÿхине – тăхăнма сĕнеççĕ. Çакă тарлассинчен сыхлать. Сивĕре тарлани вара хăрушă. Алăсене, сăмсапа хăлхасене хуплама тăрăшмалла – перчетке-алсиш, çĕлĕк тăхăнмалла, шарф çыхмалла.
Çавăн пекех тухтăрсем сивĕре урама выçăлла тухма сĕнмеççĕ. Апатра ку чухне пысăк калориллĕ çимĕçсем пулмалла.
Енчен те кунĕпех урамра тăма тивет пулсан, кашни çур сехетре ăшă çурта кĕмелле. Урасем шăннине сиссен юн çаврăнăшне ÿстерме хускалмалла. Ура çинчен ура çине те сикме юрать, анчах хытă мар, çакă шăннă тĕртĕмсене сиенлеме пултарать.
Çавăн пекех специалистсем ытлашши ывăнма сĕнмеççĕ, мĕншĕн тесен вăй сахалтарах чухне çын хăвăртрах шăнать.
Тухтăрсем çакна та аса илтереççĕ: сивĕре тимĕре пачах та тытма юрамасть, уйрăмах çара алăсемпе е чĕлхепе. Тимĕр тÿрех тăм илтерсе ярать. Бензин та кĕлеткене шăнтма пултарать, унпа ĕçленĕ вăхăтра шыв яман ятарлă перчетке тăхăнмалла.
Сивĕ çанталăкра эрех ĕçме юраманнине специалистсем хытах асăрхаттараççĕ. Алкоголь ÿтĕн çиелти юн тымарĕсене сарать, çакă вара ăшша хăвăрт çухатма пулăшать.
Çавăн пекех шартлама сивĕре чĕлĕм туртма та юрамасть, çакă юн тымарĕсемшĕн питĕ сиенлĕ.
Ноябрь 2024 |