Хĕçпăшал яланах обществăшăн хăрушлăх кăларакан хатĕр пулнă, çавăн пекех юлать те. Унпа преступленисем тунă тĕслĕхсем те чылай, çав шутра – уйрăмах йывăррисем те. Вĕсене асăрхаттармалли тĕп мел – хĕçпăшалăн саккунсăр çаврăнăшне чарасси.
Çавăнпа та хĕçпăшал тытас, унпа усă курас йĕркене пăхăнас теменнисене çирĕп явап тыттараççĕ.
Сăмахран, хĕçпăшалпа патронсене упрамалли, пĕрле илсе çÿремелли е тĕп тумалли правилăсене пăснăшăн 500–2000 тенкĕ административлă штраф кĕтет. Е ăна туянма-упрама паракан ирĕке 6 уйăхран пуçласа çулталăкчен туртса илеççĕ. Ку хăрушă хатĕр ÿсĕр çын аллинче пулсан, гражданина 5 пин тенкĕ штраф хунисĕр пуçне хĕçпăшалĕпе патронĕсене конфискацилеме, лицензирен çулталăкран 2 çулччен хăтарма пултараççĕ. Енчен те кам та пулин гражданла яка кĕпçеллĕ тата сахал тивертекен хĕçпăшала саккунсăр майпа туяннă, сутнă, такама панă, упранă, турттарнă, илсе çÿренĕ-тĕк, яваплăхĕ – 3 пин тенкĕрен 5 пин тенкĕ таран штраф тата хĕçпăшалпа патронсен конфискацийĕ. Е 5–15 талăклăха административлă арест хума та пăхса хăварнă.
Ятарлă лицензи вăхăчĕ иртсе кайнă хĕçпăшала тытни вара саккунсăр управ шутланать. Ун пирки РФ КоАП-ĕн 20.8-мĕш статйин 6-мĕш пайĕнче çырнă. Право йĕркине çакăн пек пăснăшăн та конфискаципе 3–5 пин тенкĕ штраф е 5–15 талăклăха административлă арест кĕтет. Çавăнпа та, саккуна пăсасран сыхланса, ирĕке малалла тăсма заявление вăхăтра памалла. Ăна документăн ĕç вăхăчĕ тухиччен уйăхран юлмасăр çырма сĕнетпĕр. Заявление килтен тухмасăр Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен пĕрлĕхлĕ порталĕ урлă яма пулать. Уйрăм кабинет урлă тÿлесен патшалăх пошлинин виçи те 30 процент йÿнĕрех.
Вăрнар тата Элĕк районĕнчи лицензи парассипе тимлекен уйрăма килес-тĕк, малтан 8(83537) 2-67-05 телефонпа йышăнăва çырăнмалла. Йышăну кунĕсем: ытларикунпа кĕçнерникун 10 сехетрен 17 сехетчен, апат вăхăчĕ – 12–13 сехетсенче.
Уйрăммăн асăрхаттаратпăр: хĕçпăшала саккунсăр майпа туяннăшăн, кама та пулин панăшăн, сутнăшăн, упранăшăн, турттарнăшăн тата пĕрле илсе çÿренĕшĕн явап çирĕпрех: уголовлă айăплав таран.
Андрей САМОЛЕТОВ,
лицензи парассипе тимлекен инспектор.
Ноябрь 2024 |