Çĕнтерÿ салтакĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 30.01.2021, 14:07 Просмотров: 434

Нихăçан та паянхи кунпа кăна çырлахмалла мар. Яланах çĕнĕ ĕçсем, шухăшсем пулмалла, тет Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Харитон Петрович Петров.  

97 çулти ветеран Туçи Çармăс ялĕнче пурăнать. Çулĕсем чылай пулин те вăй-хăватлă-ха вăл, хастар, сад-пахчара ĕçлет. Харитон Петрович шухăшĕпе, вăрăм ĕмĕрĕн никĕсĕ чылай япаларан çирĕпленет. Çак шутра çемьене, ял-йыша, тăван çĕре, ĕçе юратни те, сывă пурнăç йĕрки те. Хăй вăл, сăмахран, ку тарана çитсе пĕрре те пирус туртса курман. Çуралнă ялта тĕпленсе пурăннă, тăван колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. «,мĕр иртет, ним лайăххи те курман», – тет хаш сывласа ветеран. Ку сăмахсемпе тем тесен те килĕшмесĕр май çуках. Çак ăру çыннисен пурнăçĕ çăмăл килмен. Харсăрлăхпа паттăрлăх кăтартса вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă, çутă малашлăха шанса арканнă çĕршыва ура çине тăратнă, вăй-хала шеллемесĕр ĕçлесе халăх хуçалăхне çирĕплетнĕ…

…Ялти шкулта çичĕ класс пĕтерсен Харитон Петров Вăрнар техникумне ветеринари уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Унта вĕреннĕшĕн тÿлемелле пулнă. Анчах укçа çук. «Хамăр ял ачи чукун çул çине ĕçлеме кайма сĕнчĕ, – Харитон Петровичпа калаçнă май сăмах çăмхи майĕпен çамрăклăх çулĕсем патне çаврăнса çитрĕ. – Унăн ашшĕне çавăнта ĕçленĕшĕн Вăрнарта хваттер панă. Чукун çул станцийĕ çывăхĕнчи баракра пурăнатчĕç вĕсем. «Кашни кун юр хыратăн та 5 тенкĕ параççĕ», тесе ăнлантарчĕ хайхискер. Укçа кирлĕ. Вырсарникун кайрăм. Кунĕпе юр хыртăм. Каçхине, чăнах та, 5-шер тенкĕ валеçсе пачĕç. Савăннипе укçана кĕсьерен кăларатăп, çавăркаласа пăхатăп та каялла чиксе хуратăп. Татах кăларатăп, татах пăхатăп. Хамăн канфет питĕ çиес килет. Лавккана кайса туянтăм, тăраниччен çирĕм вара. Тепĕр кунне татах кайрăм. Тата 5 тенкĕ пачĕç. Те ĕçлекен пулман ĕнтĕ. Çавăн пек çÿресе эпĕ вĕренесси çинчен мансах кайнă. Пĕр эрне иртнĕ иккен. Техникума кайрăм. Мана йышăнмарĕç, кăларчĕç те ячĕç. Чукун çул çине юр хырма каймаллах пулчĕ вара».

Çапла кун хыççăн кун иртнĕ. 1942 çулта Харитон Петровăн та салтак ячĕ тухнă. «Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче килтен тухса кайрăм. Малтан Шăхасанти çар комиссариатне çитрĕм. Ман командăра ялтан эп пĕчченех пултăм. Вăрнар районĕнчен йышлăнччĕ. Тимĕрçкассинчен, Енĕшрен… Канаш районĕнчи Имельтен, Анаткасран, Вăрман Енĕшрен паллакан ачасем пурччĕ. Пире Канашра пĕр талăк тытнă хыççăн вакунсем çине тиерĕç те тÿрех Инçет Хĕвелтухăçне ăсатрĕç», – аса илчĕ ветеран.

Килĕнчен ăна ашшĕпе амăшĕ, виçĕ шăллĕ, икĕ йăмăкĕ ăсатнă. Хыççăнах ашшĕпе шăллĕ те фронта кайнă.

– Атте вăрçа кайнине йăмăксем час-часах аса илеççĕ. «Эпĕ унта пурăнăп-ха. Эсир мĕнле пурăнăр ĕнтĕ?» – тесе каласа хăварнă вăл. Ара, ялта начар пурăннă-çке. Çимелли пулман. Атте çывăх çыннисем выçă вилесрен хăранă. Хăйне патшалăх выçă хăварас çуккине шаннă ĕнтĕ. Анчах ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ унăн, вăрçăран таврăнаймарĕ. Сталинград патĕнчи çапăçусенчен тухайман вăл, – калаçрĕ малалла ветеран.

Шăллĕ Çĕнтерÿпе таврăннă. Анчах ветеран темиçе çул каялла пурнăçран уйрăлнă.

Харитон Петрович Япони вăрçине хутшăннă. «Амур облаçне çитсен пире, темиçе вакунра ларакансене, антарчĕç. Карантинра виçĕ эрне усрарĕç. Вара Еврей автономи облаçне Бирибиджана илсе кайрĕç. Чикĕре чарăнтăмăр. Часах «Япони вăрçи пуçланать» текен сас-хура сарăлчĕ. Кăнтăрла çыврататчĕç. Каçхине вара ĕçлеттернĕ. Оборона линийĕ хатĕрленĕ. Тул çутăлма пуçласан ĕçлеме пăрахтараççĕ. Кăнтăрла ним тума аптăраса лараттăмăрччĕ вара. Çÿреме юрамасть. Тÿрем вырăнта, леш енчен пăхса-сăнаса тăраççĕ, – пирĕн Харитон Петровичпа пуçарнă калаçу хăй еккипе аван сыпăнса пычĕ. – Яппунсем тапăнса кĕрсен эпир, чикĕре тăнăран, икĕ сехетренех вăрçа кĕнĕ. Пирĕн енчен пысăк çухату тÿсмесĕрех яппунсене çапса аркатрăмăр. Тĕрĕссипе, вăйсăр пулнă вĕсем. Япони хăратса кăна пурăннă».

«Вăрçа кайни вăййа тухни мар-çке. Хăрама пĕлнĕ-и хăть эсир?» – ыйтмасăр чăтаймастăп ветеранран. Мучи сăпайлăн кулса илет: «Хăратăн-и унта, хăрамастăн-и… Никам та ыйтман. Вăрçă вĕт. Салтакра мĕнле пулассине кам пĕлет. Ир капла та – каç темле. Шăпа пÿрнĕ- тĕк – чĕрĕ юлатăн, çук-тăк… Кама мĕн çырса панă. Теприне, ак, винтовка тасатнă чухнех тем пулать. Кашнин хăйĕн телейĕ çав. Манпа пĕр çултисем, 1923 çулта çуралнисем, пĕри те вăрçăран килмен. Ялта улттăнччĕ эпир».  

Харитон Петров минометчик пулнă. Кĕçĕн командирсен шкулне пĕтернĕ. Вăл унтан вĕренсе тухнă тĕлелле миномет полкне йĕркеленĕ. Чăваш каччи те çав полка лекнĕ, ăна командир туса хунă. Çапла вара вăл служба вĕçленичченех, 1947 çулхи ака уйăхĕн 16-мĕшĕччен, командир тивĕçĕсене пурнăçланă. «Малтанах чăвашсем çукчĕ, кайран пычĕç. Мăн Явăшран Макаров пурччĕ. Услапа Нурăсран – Абрамов. Вăл вăрçă хыççăн халăх судĕнче суд исполнителĕнче ĕçлерĕ. Кив Мĕлĕшрен, Мăньял Хапăсран ачасем пурччĕ. Вĕсем 1926 çулхисемччĕ. Манран кайран вăрçа кайнă», – терĕ Харитон Петрович. Вăрçăра çуралнă туслăх кайран та çирĕплĕхне çухатман. Пĕр-пĕрин патне хăнана çÿрени пирки каласа кăтартрĕ ветеран.

«Демобилизаци саккунĕ тухсан киле ячĕç. Тăван яла çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче çитрĕм. Вокзалта кĕтсе лараттăмччĕ. Хамăр ялсем, Вăрнара вăрман калчи туянма пынăскерсем, мана курчĕç те палласа илсе лартса килчĕç. Киле çитрĕм те… Атте вилнĕ. Анне, йăмăксем тăр çĕтĕк лараççĕ. Салтакран пăртак укçа илсе килнĕччĕ. Юлташпа иксĕмĕр Чулхулана кайрăмăр. Унтан 40 метр катанпир илсе килтĕм. Вара çав пиртен аннепе йăмăксем кĕпе çĕлесе тăхăнчĕç. «Мăн пичче вăрçăран килсе кĕпе тăхăнтартрĕ», – йăмăксем час-часах çапла каласа аса илеççĕ», – пĕлтерчĕ Харитон Петрович.

Тăван яла таврăнсан Харитон Петров колхозра ĕçлеме пуçланă. Кĕçех ăна бригадира суйланă. Унтан ферма заведующине лартнă. «Таçта кайса çÿремен. Хамăр ялтах ĕçлесе пурăннă», – тет вăл. 1951 çулта çемье çавăрнă. «Хамăр ял хĕрачиехчĕ, – çак тĕле çитсен Харитон Петровичăн сасси улшăнчĕ, кăмăлĕ пусăрăнчĕ. – Тăватă çул каялла вилчĕ. Пĕчченех пурăнатăп халь. Мăшăрсăр йывăр. Ачасем килсех тăраççĕ-ха. Мускавра тĕпленнĕ хĕрĕм Ирина, акă, ман патрах çу каçрĕ».

Петровсем 66 çул пĕрле килĕштерсе пурăннă. Пилĕк ача çуратса ÿстернĕ. Виçĕ ывăл тата икĕ хĕр. Вĕсем те кашниех çемьеллĕ, ача-пăчаллă ĕнтĕ. Тăван килтен çамрăклах тухса кайса тĕрлĕ хулара тĕпленнĕ. Харитон Петровичăн кĕçĕн мăнукĕсем те пур. «Аттепе анне лайăх, нумай пурăнчĕç, – калаçăва хутшăнчĕ Валентина хĕрĕ (вăл Шупашкарта пурăнать). – Анне çут тĕнчерен уйрăлман пулсан пирĕншĕн те, аттешĕн те тата та лайăхрахчĕ, паллах. Вĕсем пĕр-пĕрне çур сăмахран, куçран куç пăхса илсех ăнланатчĕç. Пĕр-пĕриншĕн тĕрекчĕ».

   Валентина БАГАДЕРОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика