Вырăнти хăйтытăмлăх йĕркеленĕвĕн принципĕсем çинчен калакан федераллă сак-куна кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен улшăнусем кĕнĕ. Вĕсем пуçаруллă бюджет проекчĕсене пурнăçлассине аталанма право никĕсне хываççĕ.
Çавна май, муниципаллă пĕрлĕхсен уставĕсене ку саккунпа килĕштерсе йĕркелес тесе, Раççей Юстици министерствин республикăри Управленийĕ 312 муниципаллă право актне регистрациленĕ.
Улшăнусем пуçаруллă проектсене тăратас тата пăхса тухас, ырлас е хирĕçлес, конкурс суйлавне ирттерес тата вĕсене пурнăçланин кирлĕлĕхне хаклас ыйтусене уçăмлатаççĕ. Çавăн пекех проектсен содержанийĕн тĕп никĕсне тата пурнăçлавĕн уççăнлăхне палăртаççĕ.
Проектсен пуçаруçисем 10 гражданран кая мар тăракан ушкăн (вĕсен 16 çултан çамрăк мар пулмалла тата ку муниципаллă пĕрлĕхре пурăнмалла), обществăлла хăйтытăмлăх органĕсем, ял старости пулма пултараççĕ.
Чи малтанах пуçаруллă проекта граждансен пухăвĕнче е конференцийĕнче сÿтсе явмалла. Çынсен шухăшне ыйтăм евĕр е алă пуснине пухса та пĕлме юрать. Çакăн хыççăн проекта вырăнти администраци 30 кунта пăхса тухма тивĕçлĕ.
Саккунпа килĕшÿллĕн, пуçаруллă проекта администрацие тăратни, ăна вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче пăхса тухни, пурнăçлани, уйăрнă укçа-тенкĕпе мĕнле усă курни, пурнăçлав пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен мĕнпур информацие уççăн пĕлтермелле, официаллă сайтра вырнаçтармалла.
Пуçаруллă проектсен тĕп уйрăмлăхĕ – поселенисен хăтлăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ мероприятисене бюджетсен пулăшăвĕпе кăна мар, граждансемпе уйрăм предпринимательсем, организацисем хăйсен ирĕкĕпе тÿлевсем хывнипе те ĕçе кĕртни.
Ноябрь 2024 |