Пуçаруллă бюджет программи районти ял поселенийĕсенче те вырăнти пĕлтерĕшлĕ чылай ыйтăва татса пама май пачĕ.
Ăна пула чăннипех те обществăлла инфраструктура аталанса пыни, ял сăн-сăпачĕ улшăнни сисĕннĕрен ку çĕнĕлĕхе çынсем ырласа йышăнчĕç. 2017 çултан программа анлă сарăлчĕ: пĕрремĕш çулне районта 3 проекта пурнăçланă-тăк, 2018-мĕшĕнче – 12, 2019-мĕшĕнче – 19, пĕлтĕр 32 проект хамăр пурăнакан вырăнсене хăтлăрах тума пулăшрĕ.
Кăçал та пуçаруллă бюджет программи йĕркипе районти тĕрлĕ ялта пысăк ĕçсем çаврăнмалла. Проектсен хаклавне тата суйлавне Ял хуçалăх министерстви çулталăк вĕçĕнчех ирттернĕ. Ахальтен мар, çапла майпа муниципалитетсем çĕнĕ çул пуçламăшĕнчех торгисене пуçарма, яваплă подрядчиксене палăртса мĕнпур ĕçе çуллахи вăхăтра пурнăçлама ĕлкĕрме пултараççĕ. Район администрацийĕн информацийĕ тăрăх, 2021 çулхи планра – 15 поселенире 22 проектпа тимлесси. Вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ – 15 миллион та 482 пин те 252 тенкĕ. Пĕр-пĕр территорире мĕнле ĕçсем пуринчен ытла кирлĕреххине кунта пурăнакансем хăйсен шухăшĕсене пĕлтерсе, сÿтсе явса палăртнă. Çавăнпа та проектсем, тĕпрен илсен, çĕнĕ çулсем сарассипе е юсассипе, пĕвесене тасатса йĕркене кĕртессипе, спорт площадкисене вырнаçтарассипе, масар çурчĕсене çĕклесе лартассипе, масар территорийĕсене хăтлăлатассипе, астăвăм палăкĕсем вырнаçтарассипе, ыттипе çыхăннă.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |