Атăлçи федераци округĕн регионĕсенче архив материалĕсен «Без срока давности» Пĕтĕм Раççейри курав уçăлнă, пĕлтерет «Советская Чувашия» хаçатăн сайчĕ.
Пирĕн республикăра курав Чăваш кадет корпусĕнче ĕçлет. Вăл чăнах та хăйнеевĕрлĕ. Тахçан вăрттăн шутланнă документсем мирлĕ çынсен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи нуши-терчĕ, йывăр пурнăçĕ çинчен каласа параççĕ. Совет халăхĕн геноцичĕ çинчен пĕлтерекен документсене те курава пĕрремĕш хут тăратнă. Кунта – нацистсен каратель операцийĕсене, ачасене хирĕçле тискер преступленисене, мирлĕ халăха тĕп тунине тата Германири лагерьсене хăваласа кайнине, сиплев учрежденийĕсенчи граждансене вĕлернине уçса паракан документсем. Куравпа февралĕн 21-мĕшĕччен паллашма май пур.
«Без срока давности» курав – Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе пурнăçланакан пĕр ятлă проектăн пайĕ. Çĕршывĕпе пĕтĕмпе 63 регионта ĕçлет. Каласа хăвармалла, ку проект йĕркипе шырав ĕçĕсем, архив докуменчĕсен тĕпчевĕсем, наука конференцийĕсемпе çамрăксен мероприятийĕсем, театраллă постановкăсемпе уçă кинокуравсем иртеççĕ, астăвăм вырăнĕсене уçма тата музейпа курав ĕç-хĕлне йĕркелеме пулăшу параççĕ.
Курав февралĕн 8-мĕшĕнче уçăлни ăнсăртран мар. Шăп çак кун, 75 çул каялла, СССР Тĕп айăплавçи Андрей Руденко Нюрнбергра иртнĕ Çар трибуналĕнче тухса калаçнă: пухăннисене вăл Совет Союзĕнче нацистсем мĕнле ирсĕрленнине, тискеррĕн пуçтахланнине документаллă тĕслĕхсемпе çирĕплетсе уçса панă.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |