Хаçат вулакан – ăслă çын

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.02.2021, 11:41 Просмотров: 352

Пурнан пурнăçра этеме çăкăр-тăвар анчах мар, чун çимĕçĕ те питĕ кирлĕ. Хаçат-вулани ăс-тăна çивĕчлетме, тавракурăма аталантарма пулăшать. Вăл чăн юлташ пекех, сĕнÿ-канаш парать, ырра вĕрентет.

– «Çĕнтерÿ çулĕпе» эпĕ нумай çул туслă. Халĕ те кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Район хаçатне алла илсенех вулама пуçлатăп, – палăртрĕ Хурăнсур Çармăсри Анастасия Ликарионовна Васильева. – Калем ăстисем Вăрнар ен пурнăçне туллин çутатма тăрăшни килĕшет. «Çĕнтерÿ çулне» вуласа ял хуçалăхĕнче, сывлăх сыхлавĕнче, спортра, право хуралĕнче, вĕрентÿре ĕçсем мĕнле пынине пĕлме пулать. Литература хайлавĕсем пичетленни те кăмăла çĕклет.

Анастасия Ликарионовнан алли ылтăн. Вăл Çĕрпелти çĕвĕ мастерскойĕнче 40 çул ытла тăрăшнă. Ултă ачана çут тĕнчене парнеленĕ. Халĕ йыш тата пысăк: унăн 12 мăнук тата 14 кĕçĕн мăнук.

Елена ТОЛСТОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика