Республикăри район-сенче Обществăлла палата пуçарнипе шăпах çак ыйтăва сÿтсе яваççĕ.
«Чăваш Республикинчи муниципалитет пуçлăхĕсене тÿреммĕн суйласси: «килĕшетĕп» е «хирĕçлетĕп» темăпа «çавра сĕтеле» Вăрнарта та пухăнчĕç. Ун ĕçне район ертÿлĕхĕ – Владимир Яковлев тата Андрей Тихонов, район Пухăвĕн депутачĕсем, политика партийĕсен представителĕсем, Обществăлла канаш, территорири суйлав комиссийĕн членĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсем хутшăнчĕç. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем онлайн-режимпа çыхăнчĕç.
Калаçу çивĕч иртрĕ. Кашниех хăйĕн шухăшне уççăн палăртрĕ. Район пуçлăхĕ Владимир Яковлев муниципаллă пĕрлĕхри ĕç-хĕл эффективлăх никĕсĕ çинче пулмаллине палăртрĕ. Евгений Захаров депутат ку шайри суйлава халăх шухăшне шута илсе йĕркелемелле, кандидатсен йышне чи тивĕçлисене кăна кĕртмелле тесе шутлать. Районти Обществăлла канаш председателĕ Роберт Петров та тÿреммĕн суйлава çынсем ытларах килĕштернине, капла суйланнă пуçлăх халăх умĕнче яваплăха ытларах туйнине каларĕ. Çак шухăш «Справедливая Россия», «Патриоты России» парти представителĕсен Нина Григорьевапа Юрий Никифоровăн сăмахĕсенче те палăрчĕ.
Тĕрĕссипе, «çавра сĕтеле» пухăннисенчен пысăк пайĕ муниципалитет пуçлăхне халăхпа суйламалла тесе шутлать. Темиçе çын кăна хальлĕхе тытăнса тăнине каларĕç.
Хамăр инф.
Ноябрь 2024 |