1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче пирĕн çĕршыва фашистла Германи тапăнса кĕнĕ, калама çук хăрушă вăрçă пуçланнă. Гитлер çарĕсем шалтан шала куçса Мускав патне çитнĕ. Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех Патшалăх оборона комитечĕ пĕр тăхтаса тăмасăр хÿтĕлев чиккисене тăвас ĕçе пуçăннă.
Çакă чăваш çĕршывне те пырса тивнĕ. Çапла 1941 çулхи юпа уйăхĕн вĕçĕнче Сăр тата Хусан линийĕсем çинче окопсем чавма тытăннă. Салтак арăмĕсем, 16–17 çулхи çамрăксем, тылра юлнă ватăрах çынсем, вăрçă хирĕнчи пекех калама çук йывăр ĕçе кÿлĕнеççĕ. Нумай çул çакăн çинчен ятарласа калаçман. Юлашки вăхăтра çеç, уйрăмах кăçал, окопсем чавакансен паттăрлăхне тимлесе аса илме, ăна халăх умне кăларма тытăнчĕç. 2021 çула Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисен çулталăкĕ тесе йышăнни чăваш халăхне питех те савăнтарчĕ. Ара, окоп чавнисен манăçа тухнă ячĕсене çĕклени, вĕсен паттăрла ĕçĕсене истори тата çитес ăрусем валли упраса хăварни – çакă ырă пуçару мар-и вара;
Шĕкĕр Турра, паян ялсенче аслă ăрури çынсем сахал мар. Хĕн-хур витĕр тухнă амăшĕсем, пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем каласа панине астăваççех ĕнтĕ вĕсем.
Шăпах çакăн çинчен калаçса пăхас терĕм те эпĕ хамăн мăшăрăн аппăшĕпе, Чăваш халăх артисткипе, Пайăк ялĕнче çуралса ÿснĕ Анна Николаевна Кутузовăпа. Хуняма, Татьяна Ефимовна Петрова, окоп чавма кайнине кăшт пĕлеттĕм-ха, анчах ытлашшиех мар. Тĕплĕнрех ыйтса пĕлес тесе Анна Николаевна патне Шуршăлтан Шупашкара çул тытрăм. Шутланă пекех, калаçу пирĕн питĕ хурлăхлă пулса тухрĕ. Апай çинчен çырмасăр ниепле те чăтаймарăм.
«...Вăрçă тухнă çул эпĕ 7-ри ача пулнă, нумай саманта лайăх астăватăп. Арçынсем вăрçа каяççĕ. Пур çĕрте те хурлăх, куççуль. Атте, Николай Петрович Петров, 1906 çулта çуралнăскер, ун чухне районти парти комитетĕнче ĕçлетчĕ. Бронь панă пирки фронта тÿрех илмерĕç ăна. Вăрçа пула сиксе тухнă яваплă ĕçсене туса пынă. Кунĕ-çĕрĕпе килте çукчĕ вăл. Апая та курман пекех. Ир пуçласа сĕм тĕттĕмчченех колхозра тăрăшнă. Арçынсем çук, вăрçа кайса пĕтнĕ. Апай вара арçын вырăнĕнчех ĕçленĕ. Çÿллĕ, вăйлă хĕрарăмччĕ вăл. Лашапа çÿренĕ, вăрман турттарнă, сухаланă, михĕ йăтнă, вырнă. Пĕтĕм йывăр ĕçе хăй çине тиенĕ. Эпир, ачисем, килте хамăр тĕллĕнех майлашăнса пурăннă. Асли Лиза 13-реччĕ, Галя 10-ра. Ман хыççăн – Юля, Роза тата çулталăкри Гена шăллăм. 1941 çулхи кĕркунне апая ялти ытти хĕрарăмсемпе Сăр тăрăхне окоп чавма илсе кайрĕç. Хăш вырăнта ĕçленине астумастăп, анчах Пайăкран инçе пулнине пĕлетĕп, мĕншĕн тесен киле килеймен, унтах пурăннă. Апайсăрах юлтăмăр, çитменнине, алăра кăкăр ачи Гена та пур-çке. Ăна мĕнле пăхмалла; Саккунсем çирĕпчĕ ун чух. Пăхакан пур тесе, пĕчĕк пепкесен амăшĕсене те килте хăварман. Каймаллах пулнă çав. Пăхаканĕсем, каларăм ĕнтĕ, вунвиççĕрипе вуннăри аппасем. Вăл çулхине кĕркунне питĕ сивĕ тăчĕ, хĕлле вара пушшех те. Пÿртре те сивĕ, пур-çук сурăххи-путеккисене картаран илсе кĕреттĕмĕр, çиме те апат-çимĕç çитмест. Апай пĕрле чух ун пекех марччĕ, паллах. Гена чирлесех кайрĕ, вăйсăрлансах пырать. Макăратпăр пурте, пăхма мехел çитмест. Пĕррехинче сасартăк алăк уçăлса кайрĕ те пÿрте апай кĕрсе тăчĕ. Хĕвел пекех туйăнчĕ. Мĕн тери телей пулчĕ пирĕншĕн вăл килни. Анчах та савăнăç нумая пымарĕ. Кĕçех пĕчĕк Гена ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Мĕн чухлĕ куççуль тăкрĕ уншăн апай, каласа та пĕтереймĕн. Çав тери пысăк хуйхă чăтса ирттерчĕ. Ун чухне пирĕн апай анчах мар, мĕнпур халăх нуша витĕр тÿсĕмлĕн утса тухрĕ. Окоп чавниех мĕне тăрать! 40 градус сивĕре шăн çĕре лумпа, пуртăпа пĕрчĕн-пĕрчĕн катнă. Тăхăнма ăшă тумтир те пулман. Пит-куçа, алсене тăм илнĕ, тăраниччен çиеймен, тăла-çăпатисене, тумтире типĕтме баракра вырăн çитмен. Хăрушă сивве пăхмасăр кун-каçа ĕçленĕ. Нумайăшĕ чирленĕ, вилнĕ. Мăнтарăн апайĕсем! Çĕршыва, Çĕнтерÿ валли кирлине лайăх ăнланса ĕçленĕ, тÿснĕ, чăтнă. Хăйсем мĕн тери паттăрлăх кăтартнине ăнланса та юлман пуль çав вĕсем.
Аттене 1942 çул пуçламăшĕнче вăрçа илсе кайрĕç. 1944 çул вĕçĕнче йывăр аманса таврăнчĕ. Сывалса та пĕтеймерĕ, хамăр колхоз председательне лартрĕç. Питех те йывăр вăхăтра тăрăшма тиврĕ унăн. Ĕçлекенĕсем ача-пăча, хĕрарăмсем, тăлăх арăмсем, ватăсем анчах. Арçынсем фронтра. Колхоз ĕçĕсене пурнăçламаллах. Темле йывăр пулсан та атте тÿрĕ чунпа, яваплăха туйса вăй хучĕ. Апай калани халĕ те асра: «Килте çăкăр пĕçерме çăнăх çук, анчах та аçу колхозран пĕр ывăç çăнăх, пĕр пĕрчĕ тырă та илсе курман». Эпир ытти çынсем пекех пурăннă. Атте председатель тесе ял-йышран уйрăлса тăман.
Вăрçă чарăнсан та çăмăл килмерĕ. Арканнă çĕршыва, хуçалăха ура çине тăратма тиврĕ. Эпир те пĕчĕклех çанă тавăрса ĕçленĕ. 15-ри Лиза вăрман касма çÿрерĕ. Эпир – вăрçă ачисем. Ачалăх пулмарĕ пирĕн. Атте-апайсен, пĕтĕм совет халăхĕн паттăрлăхĕпех ĕнтĕ Аслă Çĕнтерĕве кĕтсе илтĕмĕр. Унта вара пирĕн, вăрçă ачисен, тÿпи те пур.
Темĕн чухлĕ тав окоп чавнă апайсене, салтак арăмĕсене, пиччесемпе аппасене аса илсе чыс тунăшăн. Шел, çав хисепе хăйсем курса юлаймарĕç, çут тĕнчере пĕри те çук халь вĕсем. Мĕнпур халăхпа пĕрле халĕ те пулин аса илсе тав туни çав тери хаклă».
А.Н.Кутузова каласа панине Алевтина
Петрова-Пирогова
çырса илнĕ.
Ноябрь 2024 |