Чăваш енре ачасене 1-мĕш класа яма çырăнма чат-бот пулăшĕ.
Патшалăх органĕсен ĕçĕнче искусствăллă ăс-хакăла вăя кĕртес ыйтăва ЧР информполитика министрĕ Кристина Майнина «Наносемантика» компанин представителĕсемпе сÿтсе явнă. Граждансене патшалăхпа çыхăнмашкăн çĕнĕ технологисем май параççĕ. Компани гендиректорĕ Станислав Ашманов виртуаллă ассистентсем тĕрлĕ проектра ăнăçлă ĕçлени пирки каласа кăтартнă. Ачасене 1-мĕш класа ямашкăн электронлă майпа çырăнма чат-бот йĕркелĕç. Республикăра ку проекта парта хушшине пĕрремĕш хут ларма хатĕрленекенсен ашшĕ-амăшĕнчен заявлени йышăнма пуçламалли вăхăт тĕлне ĕçе кĕртме планлаççĕ. «Ку сервиспа ытти тытăмра та усă курăпăр. Чат-бот талăкĕпех ĕçлĕ», – тенĕ Кристина Майнина.
Ноябрь 2024 |