Аслă вăрçăн йывăр саманинче пурăннă хĕрарăмсен пат-тăрлăхĕнчен, чăтăмлăхĕнчен тĕлĕнмелли, тĕслĕх илмелли чăнах та чылай.
Тĕрĕссипе, тамăкри пекех нушаланнă вĕт вĕсем. Пĕтĕм ĕçе алă вăйĕпе пурнăçланă: тырă ÿстерсе пухса кĕртнĕ, вăрман касса турттарнă... Сĕтел çинче çăкăр пултăр тесе ир пуçласа сĕм çĕрлеччен тар тăкнă. Чăн-чăн паттăрлăх, çынлăх, ыркăмăллăх тĕслĕхĕсем вĕсем.
Маншăн çавăн пек çын – йывăрлăхне чылай тÿснĕ, анчах нихçан пуçа усман, çĕнĕ пурнăçа шанса малалла талпăннă Агапия Семеновна Радаева – манăн хуняма.
Вăл 1912 çулта Санарпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пирĕнтен тахçанах уйрăлса кайнă пулин те пĕрле пурăннă вăхăтри ырă самантсем асрах. Ял-йышра питĕ ят-сумлă çынччĕ. Пурте хисеплесе ăна Укахви акка тесе чĕнетчĕç. Ÿт-пĕвĕ илемлĕ, яштака, кĕлетки патварччĕ.
1938 çулта вĕсем пĕр ял каччипе Филимон Егорович Егоровпа çемье çавăраççĕ. Кун-çул урапи вырăнта тăмасть, вĕçĕм малаллах чупать. Мăшăрĕпе иккĕшĕн пурнăçа йăлт çĕнĕрен, ним çукран тума тивнĕ вĕсен.
1939 çулта пĕрремĕш ачи Веня çуралнă. Пĕчĕк пепкине килте пăхса ларма вăхăт пулман, кунĕ-çĕрĕпе колхоз ĕçĕсенче вăй хунă. Çав çулах декабрь уйăхĕнче упăшкине салтака илсе каяççĕ. Укахви аккан пĕр ачи алăра, тепри варта юлать. 1940 çулхи май уйăхĕнче иккĕмĕш ывăлĕ çут тĕнчене килет. Анчах ывăлĕсене ылханлă вăрçа пула ашшĕн юратăвне, ăшшине туйса ÿсме пÿрмен.
Филимон Егорович салтакран каялла таврăнайман. Малтан финн вăрçине лекет, 1941 çултан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистсемпе çапăçать, 1942 çулта паттăрла вилĕмпе пуçне хурать.
Тылра юлнă хĕрарăмсемпе ватăсене, ача-пăчана та çăмăл килмен. Арçынсем вырăнне лашасемпе тата вăкăрсемпе вăрман турттарнă, тырпулне çитĕнтернĕ... Нимле ĕçрен те юлман. Фашист çарĕсем Мускав патнелле хаяррăн талпăннă, бомбăсем пăрахнă.
Тĕп хулана илсен тăшман чăваш çĕршывĕ еннелле те çывхарĕ тесе питĕ шикленнĕ. Çавăнпа та 1941 çулхи октябрьте Сăр шывĕ хĕррипе окопсемпе хÿтĕлев сооруженийĕсене чавассине пуçарнă. Йывăр ĕç, тĕпрен илсен, хĕрсемпе хĕрарăмсем, çамрăксем çине тиеннĕ. Укахви аккан та Сăр хĕрне кайма ят тухнă. «Çанталăкĕ чăтма çук сивĕ – 40–45 градус, çири тумтирĕ начарччĕ. Ĕç хатĕрĕсем те – кĕреçепе лум та, йывăç касма алă пăчки. Хушнă плана тултармасăр вырăнтан та хускалма юраман. Выртса çывăрма сивĕччĕ – вут-шанки чĕрĕ пирки лайăх çунса ăшă памастчĕ. Çынни йышлă, тумтирне типĕтме питĕ хĕн. Çăпатасем, алсишсем те хăвăрт çĕтĕлетчĕç. Ĕç хатĕрĕсем те шăннă çĕре чăтайман, хăвăрт юрăхсăра тухатчĕç», – куççульне шăла-шăла аса илетчĕ Агапия Семеновна.
Çăмăл пулман хÿтĕлев чиккисене çĕклекенсене. Хырăм выççине, тумтирĕ çĕтĕлнине пăхмасăрах юлашки вăй юлмиччен тăрăшнă. Урари çăпатасене типĕтме хурсан вăрласа кайни те тем чухлех пулнă, тетчĕ вăл. Чăтăмлăхĕ мĕнле çитнĕ тулĕк;
1941 çулхи декабрьте Укахви аккан аслă ывăлĕ Веня чирлесе ÿкет. Шел те, вăйлах аптраса ÿксе çав уйăхрах çĕре кĕрет. Иккĕмĕш ывăлĕ Владимир те пĕчĕк. Çак сăлтавпа ăна киле таврăнма ирĕк панă.
Анчах нумайлăха мар. Кĕçех Вăрнар станцине пăравуссем çине вутă тиеме ăсатаççĕ. Кĕлетки патваррине кура хĕрарăма чи кăткăс ĕçсене пурнăçлама хушнă. Телее, ĕçе вĕçлесен ачи патне таврăнма май пулнă.
Чăн-чăн нуша-терт тимĕртен те çирĕпрех пулма вĕрентнĕ. Çапла ывăлне пĕччен пăхса çитĕнтернĕ Укахви акка. Ăслă-тăнлă, тÿрĕ кăмăллă, ĕçчен те яваплă, çĕршыва юрăхлă ывăл ÿстернĕ. Владимир Филимонович – районĕпе паллă, хисеплĕ ял хуçалăх ĕçченĕ.
Укахви аккан мăнукĕсем те асламăшĕ пекех пĕчĕкренех ĕçе çыпăçса, юратса çитĕнчĕç. Халĕ пурте пурнăçри хăйсен çулĕсене тупнă.
Чун-чĕререн савăнатăп, мухтанатăп çавăн пек çемьере пурăнма тÿр килнĕшĕн. Укахви акка кинне, мана, хĕрĕ пекех хисеплесе кăмăлланăшăн. Мăшăрăм та халĕ çук ĕнтĕ, çапах та пире çÿлтен пăхса çăмăллăхсем кÿрсе пырать тесе шутлатăп.
Вăрçă ачисем çинчен йышăннă саккунсем, каярах юлса пулин те, пурнăçа кĕрсе пырасса шанатпăр. Юнлă хаяр çапăçусем витĕр тухнисем ялта пачах та юлман. Тылра вăрçă тертне курнисем те сахалланчĕç, апла пулин те пур-ха. Сывлăхĕсем çирĕп, кун-çулĕсем вăрăм пулччăр вĕсен.
А.ФИЛИМОНОВА.
Санарпуç.
Ноябрь 2024 |