Кашни яла тивĕçлĕ интернет-çыхăну çитересси, район пичетне паянхи условисенче аалантарасси... – çак тата ытти ыйтусем тавра калаçрĕ Чăваш ен цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Кристина Майнина Вăрнарта пулнă май.
Кристина Андреевна тата унăн заместителĕ Юлия Стройкова малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Андрей Тихоновпа тĕл пулчĕç. Вăрнар тăрăхĕн аталанăвĕпе паллашнă май министра ял çыннисене пахалăхлă интернетпа çыхăнтарасси мĕнле шайра пулни те кăсăклантарчĕ. Вăл унчченхи Wi-Fi точкăсем кивелсе пынине палăртрĕ, ФАП-семпе культура çурчĕсенче тивĕçлĕ интернет-çыхăну пулманнине, ку енĕпе республикăра калăпăшлă ĕç пурнăçланнине каларĕ. «Паянхи кун оптоволокно тытăмĕн кирлĕлĕхĕ ÿссех пырать. Кăна ăнлантарма пулать, информаци потокне ку мелпе йышăнассин уйрăмлăхĕсем пысăк. Хăвăртлăхлă интернета кашни социаллă объекта çитермелле, çавăн пекех – кашни киле», – терĕ Кристина Майнина.
Хальлĕхе район çыннисен ытларах пайĕ мобильлĕ интернетпа усă курать. Пурнăç вара тата та хăватлăрах çыхăну ыйтать. Кристина Андреевна çавăн пекех вăрнарсен «Госуслуги» порталĕнчи хастарлăхне ÿстерессипе те кăсăкланчĕ. Хальлĕхе район çыннисем ку платформăра регистрациленнин шайĕ 59,4 процентпа танлашать. Хăшпĕр районсенче ытларах та.
«Çĕнтерÿ çулĕ» редакцин коллективĕпе тĕл пулнă май министерство ĕçченĕсем район хаçачĕсен аталанăвне сÿтсе яврĕç. «Паян, технологисем пысăк хăватлăхпа аталанса пынă тапхăрта, пичет изданийĕсен те çĕнĕлĕхсене алла илмелле, çĕнĕ платформăсенче вырăн тупмалла», – терĕ Кристина Майнина.
Министр заместителĕ Юлия Стройкова район хаçачĕсен сасси радиохумсем çинче те пулма тивĕççине палăртрĕ. Халĕ ку ыйтăва республика шайĕнче татса параççĕ. Йĕркеллĕ пулсан, кашни районăн Чăваш наци радиовĕн хумĕсем çинче хăйĕн хыпар кăларăмĕ пулĕ.
Влаç представителĕсем хаçат ĕçченĕсене ырă кăтартусемшĕн мухтарĕç, вĕсене сыхласа хăварма, грантлă конкурссене хастартарах хутшăнма чĕнсе каларĕç.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |