Кивьял Хапăсри пĕр пенсионер телевиденипе тĕрлĕ канал пăхма юратать, тавракурăмне пĕрмаях анлăлатать. Мушенниксем çинчен асăрхаттарнине те кашни кун тенĕ пекех курать, итлет. Апла пулин те вĕсен серепинчен сыхланса юлайман. Унтан та ытла – пăтăрмаха лекесси шăпах телевиденинчен пуçланнă та...
Пĕрре вăл, «АСТРА ТВ» курса лараканскер, «Восьмое чувство» передача тĕлне лекнĕ. Эва ятлă ведущи çынсене пăсни (вуп яни) çинчен хĕремесленсех ăнлантарнă. Ку ăрăм-сурăмран хăтăлас текенсене хăйĕн патне шăнкăравлама сĕннĕ. «Манăн тăрлавсăр ывăла çак маттур хĕрарăм «симĕс çĕлентен» уйăрма пултаратех», – шутласа илнĕ пенсионер. Тăхтаса тăман, тÿрех шăнкăравланă. Хайхи «асамçă»-хĕрарăм унпа пулăшуçи «ĕçлессе» шантарнă.
Пуçланнă вара... Лешĕ малтан сиплевшĕн 19400 тенкĕ ыйтнă. Каярахпа – 130000 тенкĕ: темле асамлă кристалл туянмалла-мĕн. Хыççăн тата 330000 тенкĕ тăпăлтарма хăтланнă пенсионертан. Чиркĕве çакăн пек пысăк укçа хывмасăр унăн ывăлĕн чунĕ тасалаймасть имĕш. Тинех шута кайнă арçын. Мĕн куçарса панине каялла тавăрса парăр, тенĕ.
«Сиплевçĕсем» килĕшнĕ пек пулнă. Вĕсен пĕрре çакланнă айвана вĕçертмелле мар-çке. Анчах укçана тавăрасси каллех ансат мар иккен. Ывăлне эрехрен сивĕтме ĕмĕтленнĕ ашшĕн кунсăр пуçне Германие «10:-лă ставкăпа тÿлевсем» (44800 тенкĕ), «страховка» 89600 тенкĕ хывма тивнĕ. Çакăнпа та çырлахман шулĕксем – тата 103000 тенкĕ налук ыйтнă. «Ăна тÿлемесен пурлăха конфискацилеççĕ, тĕрмене тытса хупаççĕ», – хăратнă суя налук инспекторĕ. Тĕрмерен кам шикленмест пуль – куçарнă хайхискер. Апла пулин те хăйĕн укçине каялла кĕтсе илеймен. Юлашкинчен унпа тĕп бухгалтер текенскер çыхăнсан, «укçана каялла куçарса пама сирĕн счет çинче 200 пин тенкĕ пулмалла» тесен, тек чăтайман пенсионер. Куçĕсем уçăлнă тейĕн: мушенниксем хăйĕнчен мăшкăлланине – пĕр пус юлмиччен çаратма хăтланнине – тин ăнланса илнĕ вăл. Çакăн хыççăн вара ним тумалли те юлман – полици пайне килнĕ.
Çапла суя сиплевçĕ-асамçăсене Кивьял Хапăсри пенсионер январь уйăхĕнчен пуçласа февраль вĕçĕччен пĕтĕмпе 386800 тенкĕлĕх пуянлатнă. Çакнашкал пăтăрмахлă, тепĕр енчен инкеклĕ лару-тăрăва лекес мар тесен пурне те асăрхануллă пулма ыйтатпăр. Палламан-пĕлмен çынсене ан ĕненĕр, банк карттин вăрттăн реквизичĕсене ан пĕлтерĕр. Телевиденипе асамлă сиплев е тĕрлĕ тивĕçтерÿ сĕнекенсене те ан шанăр. Кунта та ултавçăсем нумай. Укçа ыйтакансемпе вара калаçма та кирлĕ мар – телефона тÿрех пăрахмалла.
Андрей СОРОКИН,
полицин «Вурнарский» пайĕн полици пуçлăхĕн çумĕ.
Ноябрь 2024 |