Çĕрпелте пурăнакан Анастасия Кирилловнăпа Валерий Михайлович Кирилловсен çемйинче пысăк уяв – мăшăр пĕрлешнĕренпе 55 çул çитет. Çур ĕмĕр ытла пĕрле... Çак тапхăрта вĕсем хура-шурне те пайтах курнă, телей-савăнăçне те пĕрле пайланă.
Анастасия Кирилловнăпа Валерий Михайлович ывăлĕ-хĕрĕсем, тăванĕсем, ял-йыш умĕнче яланах хисепре, ырă тĕслĕх кăтартакан ятлă-сумлă çынсем шутланаççĕ. Вĕсем пĕр-пĕриншĕн тĕрек, ачисемшĕн – чи çывăх çынсем, мăнукĕсемшĕн – юратнă асаннепе асатте, кукамайпа кукаçи, хурăнташĕсемшĕн – тараватлă тăван, кÿршĕ-аршăсемшĕн – ырă пускил, ял-йышшăн – хисеплĕ мăшăр.
Валерий Михайлович 1936 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Çĕрпел ялĕнче çуралнă. Пурнăç тути-масине пĕчĕкренех астивнĕ. Ачалăхĕ çăмăлах пулман. Вăрçă ачисем пайтах нуша курнă. Çемьере пиллĕкĕн çитĕннĕ вĕсем: тăватă ывăлпа пĕр хĕр. Ашшĕпе амăшĕ – Татьяна Анисимовнăпа Михаил Кириллович – пилĕк ачине те аслă пĕлÿ пама вăй çитернĕ. Валерий çемьере иккĕмĕш ывăл пулнă.
Тăван шкула лайăх паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн вăл Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче ăс пухать. Аслă пĕлÿллĕ специалист пулас ĕмĕт ăна Хусана илсе çитерет, ветеринари институтне вĕренме кĕрет. Диплом илсен тăван ялта, Çĕрпелте, выльăх тухтăрĕнче ĕçлеме пуçлать. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тĕп ветеринари врачĕнче вăй хурать. Çав вăхăтрах партком секретарĕнче те, профком председателĕнче те тимленĕ. Ял çинче, коллективра яланах хисепре пулнă, çĕрне-кунне пĕлмесĕр ял халăхне пулăшма васканă, тăрăшса ĕçленĕ.
Анастасия Кирилловна 1946 çулхи утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăрăшкас Хирлеп ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Тăван шкула пĕтерсен Канашри педагогика училищине вĕренме кĕрет. Диплом илсен Çĕрпелти вăтам шкулта кĕçĕн класс ачисене вĕрентме тытăнать. Ĕçленĕ хушăрах куçăмсăр майпа Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен педагогика институтĕнче аслă пĕлÿ илет. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ачасене ăс-тăн парас тесе чунтан вăй хурать. Анастасия Кирилловна çав тери хастар, ăста та çирĕп педагог, çывăх юлташ, лайăх наставник пулнине çирĕплетеççĕ унпа пĕрле ĕçленисем. Вăл ачасене тарăн пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани парассишĕн ырми-канми тăрăшнă. Хăйсене вулама-çырма хăнăхтарнă учитель пирки тĕрлĕ çулти вĕренекенĕсем ырăпа çеç асăнаççĕ, ăшă сăмахсем çеç калаççĕ. Ачасем сума сăваççĕ пулсан, учитель пысăк хисепе чăннипех тивĕçлĕ. Коллективра та ветеран ыттисемшĕн тĕслĕх пулнă. Вăл ертсе пынипе вĕренекенсем çеç мар, ĕçтешĕсем те тĕрлĕ çитĕнÿсем тунă, ырă ĕçпе палăрнă. Шкулти ашшĕ-амăшĕсен комитечĕн, профком, хĕрарăмсен канашĕн председателĕнче яваплă тимленĕ: нумай çынна ĕçпе кăна мар, ырă сĕнÿсемпе те пулăшнă. Анастасия Кирилловнăпа Валерий Михайлович курăмлă çитĕнÿсемпе палăрнăшăн, нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тимленĕшĕн «Ĕç ветеранĕ» ята, грамотăсемпе Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.
Çемьере чи кирли – мăшăрсем пĕр-пĕрне юратни, хисеплени, ăнланни. Пурнăçăн анлă сукмакĕпе пĕр-пĕрне килĕштерсе, пулăшса утнинчен пахи мĕн пур-ши? Çак сукмакпа тикĕссĕн пыма вĕсене куç тулли ачи-пăчи те вăй панă. Пилĕк ача çуратса пăхса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем. Улттăмĕшне вара, Анастасия Кирилловнăн йăмăкĕн тăлăха юлнă хĕрне – пĕчĕк Иннăна – хăйсен хÿттине илнĕ. Ăна тăван тĕпренчĕкĕ пекех юратса пăхнă, вĕрентсе кăларнă. Халĕ пурте ашшĕ-амăшĕн çунатти айĕнчен вĕçсе тухнă ĕнтĕ, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ. Аслă хĕрĕ Светлана Шупашкарта тĕп бухгалтерта вăй хурать. Лилия амăшĕн çулне суйласа илнĕ: Çĕрпелти вăтам шкулта директор çумĕ, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. «Эпĕ хама чи телейлĕ çын тесе шутлатăп. Çак ялта çуралса ÿснĕ, пĕлÿ пухнă, юратнă мăшăрăма та ку тăрăхрах тĕл пулнă. Хурăнсур Çармăс ялне качча тухнă. Вырăс чĕлхипе литература учителĕн профессине алла илсе тăван шкула ĕçлеме таврăннă. Уроксене ирттернĕ май чÿречерен тинкеретĕп, тавралăха сăнатăп. Акă, тăкăрлăкран атте ерипен утса килни курăнать. Куç тулли илемпе ăна сăнатăп, уншăн хĕпĕртетĕп. Вăл, çамрăк чухнехи пĕвне çухатмасăр, васкамасăр утать. Çывăх çынсем хăйсем пуррине систерсе мана темле паллă параççĕ тейĕн, вĕсем юнашар пулнине тÿрех сисетĕп. Анне те час-часах çак урампа иртсе çÿрет. Куллен уçăлмалла е почтăна васкать, е лавккана кĕрсе тухать, е шкула кĕрсе калаçать, мăнукĕсем мĕнле вĕреннине ыйтса пĕлет. Чи çывăх çыннăмсене кашни кун курни – маншăн пысăк телей, çакăншăн чăннипех те савăнатăп», – тет Лилия Валериевна кăмăллăн сăмах хушса.
Кĕçĕн хĕрĕ Татьяна Мускавра пурăнать. Ывăлĕсем – Алексейпе Валерий – ашшĕ пекех пултаруллă çынсем. Арçын тивĕçне тÿррипех пурнăçланă. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест, теççĕ. Ачисем те ашшĕпе амăшне хывнă: тăрăшуллă, уçă кăмăллă, ĕçчен те хастар.
Паянхи кун сумлă мăшăра ултă ачи, кинĕсемпе кĕрÿшĕсем, вунтăватă мăнукĕ, пилĕк кĕçĕн мăнукĕ куç тулли савăнăç кÿреççĕ. Юбилярсем кĕçĕн ывăлĕн çемйипе килĕштерсе шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ. Ватлăх енне сулăннă пулсан та алă усса лармаççĕ ветерансем: кил-çурт таврашĕнче кăштăртатаççĕ, выльăх-чĕрлĕхпе аппаланаççĕ. Анастасия Кирилловна кĕнеке вулама, алă ĕçне кăмăллать: чăлха-нуски, тутăр, кофта çыхать. Мăнукĕсене – Татьянăпа Дмитрие – куллен ялти шкула, Валерияна ача садне ăсатаççĕ, кăмăлпа кĕтсе илеççĕ. Чи пĕчĕк мăнукĕпе – Марийăпа – хальлĕхе килте выляса йăпанаççĕ. «Ачасемпе килĕштерсе пурăнатпăр. Валерий ывăлăмăр яваплă ĕçре вăй хурать, час-часах инçе çула тухса çÿрет. Тамара кинĕмĕр ача садĕнче тимлет. Ачасем пире хисеплеççĕ, урлă каламаççĕ, кинрен те нихăçан та сивĕ сăмах илтмен. Малашне те пĕр-пĕрне ăнланса пурăнасчĕ», – теççĕ Валерий Михайловичпа Анастасия Кирилловна ачисем çинчен çепĕççĕн.
Кирилловсене ывăлĕ-хĕрĕсем, мăнукĕсем, мăнукĕсен ачисем ĕçчен те тараватлă пулнăшăн, савăнăçпа телее, хуйха-суйха пĕрле пайланăшăн чĕререн сума сăваççĕ. «Атте-анне пурри – телей. Атте-анне пурри – ăраскал. Кил ăшши – атте-анне ăшши. Атте-анне ăшши – пирĕн чун ăшши. Хĕвел хăй шевлисене çĕр çине еплерех сапалать, аттепе анне те хaйсен чун-чĕре ăшшине пире çапла парнелеççĕ. Пире çуратнă атте-аннерен пахи никам та çук. Вĕсен тĕреклĕ çуначĕ айĕнче эпир нимрен шикленмесĕр савăнса ÿснĕ. Чун панă, ăса вĕрентнĕ, ĕçе хăнăхтарнă, пурнăç çулĕ çине тăратнă хаклă çыннăмăрсем умĕнче пуçăмăрсене таятпăр. Атте-аннешĕн эпир яланах ача – пĕчĕк чухне те, ÿссен те, вăтам çулсене çитсен те. Тĕрĕс те лайăх пурăнса вĕсене савăнтарасчĕ. Вăхăт иртет… Атте-анне ватлăх еннелле талпăнать. Пирĕн вара вĕсене куллен пулăшса пырасчĕ, пĕчĕк чухне парнеленĕ чун ăшшине тавăрса парасчĕ. Юрататпăр, хисеплетпĕр, мухтанатпăр сирĕнпе, Турă сывлăх патăр сире», – теççĕ вĕсене юратнă ачисемпе савнă мăнукĕсем ырă кăмăлпа.
Ят-сумлă мăшăр кун-çулĕпе кăсăкланнă май манăн çакна хушас килет. Анастасия Кирилловнăпа Валерий Михайлович Кирилловсем чăннипех те чапа тивĕçлĕ çынсем. Пилĕк ача çуратса, ултă ача çитĕнтерсе пурне те çĕршыва юрăхлă çынсем тунă. Кашнине хăйсем килĕштернĕ профессие алла илме пулăшнă, аслă пĕлÿ панă. Вĕсене хамăр тăрăхри чи чаплă, чи пархатарлă, чи ĕçчен те чи сăпайлă çемье тесе эпир тĕрĕссипех калама пултаратпăр.
Е.ВАСИЛЬЕВА.
Ноябрь 2024 |