Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш енре 647,4 пин хĕрарăм пурăнать. Кашни вуннăшĕнчен çиччĕшĕ – хулара. Вăтам ÿсĕмĕ 42 çул. Хула хĕрарăмĕсем ялтисенчен 6 çул кĕçĕнрех.
Пĕлтĕр 4,6 пин хĕрарăм мăшăрланăва кĕнĕ, вĕсенчен 3,3 пинĕшĕ – пĕрремĕш хут. Кашни хĕрарăмшăнах амăшлăх туйăмĕ тĕп вырăнта тăрать. Иртнĕ çул вĕсем 11,3 пин ачана кун çути панă, вĕсенчен 34% пĕрремĕш ачасем, 36% – иккĕмĕш, 22% – виççĕмĕш, 8% тăваттăмĕш тата хыççăнхи ачасем. Пĕр пин хĕр-ача пуçне 1045 арçын ача тивет.
2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ кăтартăвĕсемпе, республикăри 345,2 пин хĕрарăм професси вĕренĕвне илнĕ. Вăл шутра 35% – аслă тата вуз хыççăнхи пĕлÿ.
Ученăй степеньне илес пулсан, наука докторĕсем хушшинче 28 проценчĕ хĕрарăмсем, наука кандидачĕсем 47%ĕ ,çлĕх статусне илес пулсан хĕрарăмсен 90 проценчĕ наймпа вăй хунă. 6 проценчĕ – харпăр хăй предприятийĕнче е харпăр хăй уçнă ĕçре.
Хĕрарăмсенчен çурри ытларахăшĕ пĕр çĕрте, виççĕмĕш пайĕнчен ытларахăшĕ икĕ е ытларах çĕрте ĕçлеççĕ.
Проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать
Ноябрь 2024 |