Хĕрарăмсем паян кил хуçалăхĕнчи пысăк тиеве хăйсем çине илнисĕр, ачи-пăчине воспитани панисĕр пуçне ĕçре те харпăр хăй пултарулăхне туллин çирĕплетеççĕ, профессире çитĕнÿсем тăваççĕ. Вĕсенчен пĕри, акă, Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче тимлекен хатĕр продукцисен склачĕн кладовщикĕ Светлана Алгашева. Пултаруллă, пуçаруллă, ĕçчен çамрăк.
«Август» компанин филиалне вăл вăхăтлăх кăна килнĕ. Экономика енĕпе аслă пĕлÿ илнĕскер унччен суту-илÿре, вĕрентÿ тытăмĕнче, налук инспекцийĕнче опыт пухнă. Пысăк предприятири ĕç вара ун кăмăлне тÿрех выртнă. Коллектив туслă, ĕç условийĕсем лайăх, çитĕнÿсем тума май пур.
«Вăл ĕçе чăннипех юратни пур енчен те сисĕнет», – тет Светлана пирки ун ертÿçи, хатĕр продукцисен склачĕн заведующийĕ Анастасия Алексеевна Веденина. Çамрăк хĕрарăм продукцие йышăнас тата ăсатас ĕçре питĕ тимлĕ. Учет, управ, таварпа пурлăх хаклăхĕ енĕпе операцисене яваплăха туйса пурнăçлать. Çĕннине хăвăрт ăнланать, хăнăхать, алла илет.
Производствăри ĕç çăмăл мар, анчах та çамрăк пуçа усма хăнăхман, малашлăха шанчăклăн пăхать. «,ç вăл ĕçленĕ май хăех вĕрентсе пырать», – тет Светлана Алгашева.
Заводри кладовщиксем компьютер программинче те аван ăнкараççĕ. 2019 çулта кунта SAP автоматизациленĕ системăн «Складпа анлăн ĕçлесси» модульне ĕçе кĕртнĕ. Светлана Вячеславовна çакă хăйĕн тивĕçне пурнăçлассине чылай çăмăллăх кÿнине палăртать% система тавар ăçта вырнаçнине хăех пĕлет, продукци ăсатассин принципĕсене пăхăнма та аван.
– Пурнăçра ĕç пурринчен лайăхраххи нимĕн те çук пулĕ. ,ç çынна çĕклет. Мĕн чухлĕ ырлăх кÿрет вăл. Хама çак коллективра, паянхи условисемлĕ вырăнта ĕçлеме пÿрнĕшĕн савăнатăп. Килĕшÿре ĕç те ÿсĕнет, – кăмăллăн пĕлтерет Светлана.
Ача чухнех спортпа туслашни (вăл Пăваялĕнче çуралса ÿснĕ, Кĕçĕн Кипекри вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ) çамрăка паян та пулăшса пырать. Шкулта чухне çăмăл атлетика енĕпе районăн пĕрре мар çĕнтерÿçи пулнă. Ку енĕпе халĕ те маттур. Çавăн пекех йĕлтĕр спортне те килĕштерет. Заводра иртекен мĕнпур мероприятие хастар хутшăнать вăл.
Мăшăрĕпе икĕ ачана кун çути панă. Вĕсене хăйсем пекех маттур çитĕнтереççĕ. Эдуард 20-ре ĕнтĕ, вăл – Шупашкарти электромеханика колледжĕн студенчĕ. Вера Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта 5-мĕш класра вĕренет.
Çакăн пек маттур ĕçченсем пулни предприятишĕн те лайăх. Вĕсем ун аталанăвне пысăк тÿпе хываççĕ, малашлăх никĕсĕ пулса тăраççĕ.
Людмила ИВАНОВА.
Проект Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать
Ноябрь 2024 |