Ăшă вăхăт çитрĕ. Ачасем те, аслисем те çул çинче тĕрлĕрен уйрăм мобильлĕ хатĕрсемпе çÿренине асăрхама пуçларăмăр.
Сăмахран, электросамокатсемпе, скейтбордсемпе тата электроскейтбордсемпе, гироскутерсемпе е çакнашкал ытти япаласемпе. Вĕсем, хальхи çул-йĕр правилисенче çырнă тăрăх, транспорт хатĕрĕсен шутне кĕмеççĕ. Ун хуçи çуран пыракан шутланать. Çавăнпа та çул-йĕр правилисен 4.1–4.8 пункчĕсене пăснăшăн вĕсене çуран çÿрекен пек явап тыттараççĕ.
Ку хатĕрсемпе тротуарсемпе, çуран çынсен е велосипедистсен çулĕсемпе, е транспортшăн хупă вырăнсенче çÿреме юрать. Çул урлă вĕсем çинчен анса, алăра тытса каçмалла. Транспорт çулĕ çине тухма ирĕк çук. Паллах, ÿксе-çапăнса суранланасран хÿтĕлев экипировкипе усă курмалла, ярăнма тÿрĕ вырăнсене суйламалла. Ытти çынсене, иртен-çÿрене, амантассинчен те сыхланмалла.
Уйрăм мобильлĕ хатĕре ачасене туянса паракан ашшĕ-амăшĕн те лайăх ăнланмалла: вăл тетте мар. Хăйсемшĕн те, ыттисемшĕн те инкек кăларасран ачасене çул-йĕр правилисене вĕрентмелле тата çирĕп пăхăнма хăнăхтармалла.
Тепĕр самант пирки те каласа хăвармалла. Пĕрешкел конструкциллĕ хăшпĕр хатĕрсен 0,25 кВт-ран ытла пысăк хăватлă электродвигатель пулма пултарать. Тата хăвăртлăхĕ те сехетре 50 километртан иртет. Çавнашкаллисем вара, Таможня союзĕн «Урапаллă транспорт хатĕрĕсен хăрушсăрлăхĕ çинчен» Техника регламенчĕпе килĕшÿллĕн, мототранспорт шутне кĕреççĕ. Çавăнпа та асăрхаттаратпăр, вĕсемпе çÿреме «М» е «А» категориллĕ водитель прави кирлĕ. Унсăрăн РФ КоАП-ĕн 12.7-мĕш статйин 1-мĕш пайĕнче çырнă йĕркепе административлă явап тытма тивет.
Г.КАЗЫКИН,
ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ.
Ноябрь 2024 |