«Пĕтĕмпех фронт валли – пĕтĕмпех Çĕнтерÿшĕн» чĕнÿпе вăй хунă совет çыннисем. Чăваш ен çыннисем те çав ретрех тăнă.
Республикăри ытти вун-вун, çĕр-çĕр ял, хуласем те эвакуаципе килсе çитнĕ пин-пин çынна йышăннă. Шупашкара, республикăна 10 ытла завод куçса килнĕ. Вĕсенчен чи пысăкки – Шупашкарти электроаппарат завочĕ. Унпа пĕрлех Харьковра, Мускавра, Ленинградра вăй хунă специалистсем те çула тухнă. Чăваш енĕн тĕп хулинчи тăватă эвакогоспитальте çапăçура аманнисене сипленĕ, вĕсене ура çине тăратса фронта çĕнĕрен ăсатма пулăшнă. Хăшĕсем çакăнтах чăмăртаннă стрелоксен икĕ дивизине çырăнса тÿрех Хĕвеланăçнелле çул тытнă.
Тĕп хулара вăй хунă ентешсенчен 250-шĕ СССР орденĕсемпе медалĕсене тивĕçнĕ, 2 пине яхăн çын – Чăваш АССР Аслă Канашĕн Хисеп грамотине, 20 пин ытла çын – «1941–1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медале. Тылри ентешсен паттăрлăхĕ Шупашкарăн малашнехи кун-çулĕнче те тарăн йĕр хăварнă, хула промышленноç, пурăнмалли хуçалăх строительствинче уйрăмах пысăк хăвăртлăхпа аталаннă, хăй хыççăн пĕтĕм республикăна ырă тĕслĕх кăтартса хавхалантарса пынă. Эвакуаципе килнисенчен чылайăшĕ Чăваш енĕн тĕп хулине хăйĕн иккĕмĕш тăван çĕршывĕ вырăнне йышăннă, малашнехи кун-çулне яланлăхах унпа çыхăнтарнă. Вăрçă пуçланас умĕнхи тапхăртан (1940 çултан) пуçласа 50-мĕш çулсен вĕçнелле Шупашкарта пурăнакансен шучĕ 2,5 хут ÿснĕ. Çав вăхăтрах унта çуралса ÿснисенчен пĕчĕк мар пайĕ вăрçă хирĕнче пуç хунине те манмалла мар.
Пирĕн тăван Шупашкара «,ç паттăрлăхĕн мухтавĕ» хисеплĕ ят панă хыççăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çак шухăша палăртрĕ: «Эпир патшалăх пуçлăхĕ Шупашкара Раççей Федерацийĕн «,ç паттăрлăхĕн хули» хисеплĕ ят панишĕн чун-чĕререн савăнатпăр. Астăвăм тата истори тĕлĕшĕнчен пĕлтерĕшлĕ çак самант чăваш халăхĕн мухтавĕ пулса тăчĕ. Кунти кашни çемьен несĕлĕ фашизмпа кĕрешес ĕçе хăйĕн тÿпине хывнă. Президент хушăвĕ – Шупашкар хули вăрçă алхаснă çулсенче фронтшăн тĕрев пулнине йышăнни, шута хуни. Кунта та çĕршывăн Аслă Çĕнтерĕвне туптанă. Республикăн тĕп хули çакăн пек сума тивĕçнинче унăн çыннисен тÿпи питĕ пысăк. Çак пулăм кăçал эпир Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансене чыс тунă çулпа пĕр килни тата ытларах хавхалантарать. Шăпах çак строительствăра пирĕн халăхăн паттăрлăхĕ палăрнă. Шăпах 80 çул каялла пуçланнă çав чикĕсен строительстви. Унта 200 пине яхăн çын хутшăннă – республикăн ĕçлеме пултаракан халăхăн пĕрре виççĕмĕш пайĕ. Тулли мар виçĕ уйăхра – 1941 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа 1942 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕччен – 380 километр хÿтĕлев чикки чавма пултарнă».
Ноябрь 2024 |